Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче "Хаклă мар интернет" программӑпа килӗшӳллӗн халӑх пурӑнакан 267 вырӑнта интернет хута янӑ

Пушкăртстан ертӳҫи программа хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ тата ӑна малалла тӑсмалла тесе шутлать.

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче "Хаклă мар интернет" программӑпа килӗшӳллӗн халӑх пурӑнакан 267 вырӑнта интернет хута янӑ
Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче "Хаклă мар интернет" программӑпа килӗшӳллӗн халӑх пурӑнакан 267 вырӑнта интернет хута янӑ


Программӑна малалла та аталантарӗҫ - 250 çынран пуҫласа 1000 ҫын пурӑнакан 179 халăх пурăнакан вырӑна интернетпа ҫыхӑнтарма палӑртнӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, пандеминче ачасене дистанци вӗрентӗвне куçарнă вӑхӑтра нумай йывӑрлӑхсем пулнă.
– 2021 ҫулта Пушкӑртстанра "Хаклă мар интернет" программа хута янă. Республикӑри нумай ялпа хуласенче "Башинформсвязьпе" пӗрле распределени тетелӗсем туса лартнă та ҫурт интернетне хута янă. Ҫак процедурӑ пурӑнакансемшӗн тӳлевсӗр, – пӗлтернӗ Радий Хабиров хӑйӗн социаллă сетьри аккаунтӗнче.
Пушкăртстан ертӳҫи программа хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ тата ӑна малалла тӑсмалла тесе шутлать. Кӑҫал ку чухнехи оптика ҫыхӑнӑвӗ 102 пин регион ҫыннисен ҫурчӗсене килмелле.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче "Хаклă мар интернет" программӑпа килӗшӳллӗн халӑх пурӑнакан 267 вырӑнта интернет хута янӑ
Пушкӑртстанра ҫулталӑк хушшинче "Хаклă мар интернет" программӑпа килӗшӳллӗн халӑх пурӑнакан 267 вырӑнта интернет хута янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: