Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Уфа мэрин сайтне хакер атаки хыççăн хускатса яраймаççĕ

Хула мэрин пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, сайт ним сӑлтавсӑр DdoS-атакӑна лекнӗ.

Уфа мэрин сайтне хакер атаки хыççăн хускатса яраймаççĕ
Уфа мэрин сайтне хакер атаки хыççăн хускатса яраймаççĕ

Ӗнертенпе ӗҫлемест вӑл.
Пушкăртстанăн тӗп хулин администрацийӗн сайчӗн ӗҫне пӗр талӑк ытла туса ҫитереймеҫҫӗ. Хула мэрин пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, сайт ним сӑлтавсӑр DdoS-атакӑна лекнӗ. Ӗнер вӑл ирпе 11 сехетре ӗҫлеме чарăннă, специалистсем ку таранччен портал ӗҫне йӗркелесе яраймаççĕ.
Аса илтеретпӗр, ufacity.info унччен те атакăсене леккеленĕ, анчах та Украина таврашӗнчи лару-тӑрӑва пула ҫакӑ час-часах пула пуçланă. Ҫакна та палӑртмалла: Раҫҫейри ытти патшалӑх инфратытӑмӗсен сайчӗсем те ыттисенчен уйрӑлса тӑмарӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.

Уфа мэрин сайтне хакер атаки хыççăн хускатса яраймаççĕ
Уфа мэрин сайтне хакер атаки хыççăн хускатса яраймаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: