Instagram социаллă сеть ертӳçисем халăхсем хушшинчи правона пăхăнмасăр, Раççей çыннисене тӗп тума чӗнсе каланисене чарма килӗшменнине кура, Раççейӗн Генеральнăй прокуратури çак соцсете Раççейре чарса хурасси пирки йышăну тунă
Пӗр-пӗр наци е патшалăх пӗрлӗхӗпе çыхăннă çынсене пусмăрлама чӗнсе калани «геноцид» текен преступлени шутне кӗрет. Вăл ООНăн Нюрнберг трибуналӗ хыççăн, 1948 çулта йышăнннă «О предупреждении преступлений геноцида и наказания за него» Конвенцине хирӗçлет.
Пирӗн граждансен, чи малтан ачасен шалти туйăмӗсем лăпкă пулччăр, психологи сывлăхӗ тӗреклӗ пултăр тесе тăрăшмалла, вӗсене сетьре мăшкăлланинчен сыхламалла.
Сирӗн тусăрсене, çырăнаканăрсене хыпарламалли, фото-видеоматериал кăтартмалли ытти ресурссем те пур, çав шутра Раççейрисем те.
Çапла майпа Роскомнадзор хушăвӗпе Раççей территорийӗнче «Инстаграм» мартăн 14-мӗшӗнче 00 сехетре ӗçлеме чарăннă.
http://suvargazeta.ru/news/