Çутă çул
+20 °С
Облачно

Пушкӑртстан шкул ачисем "ВКонтакте" мессенджерпа хастар усӑ кураҫҫӗ

"Мӗншӗн эпир ун ҫинчен пӗлмен, вӑл чӑнкӑ!"- тенĕ ачасем.

Пушкӑртстан шкул ачисем "ВКонтакте" мессенджерпа хастар усӑ кураҫҫӗПушкӑртстан шкул ачисем "ВКонтакте" мессенджерпа хастар усӑ кураҫҫӗ
Пушкӑртстан шкул ачисем "ВКонтакте" мессенджерпа хастар усӑ кураҫҫӗ

Чылай учительсемшӗн, шкул ачисемшӗн тата ашшӗ-амӑшӗшӗн мессенджерсем - шкул ыйтӑвӗсене сӳтсе явма коммуникацин тӗп тата чи меллӗ каналӗ; мессенджерсенче пуринчен ытла спам ҫуккипе хӑрушсӑрлӑха хаклаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пĕтĕмлетÿ тунă Пӗтӗм Раҫҫейри общество шухӑш-кӑмӑлне (ВЦИОМ) тӗпчев иртерекен центрӗн специалисчӗсем.
ВЦИОМ ыйтнӑ тӑрӑх, "ВКонтакте" - Раҫҫейри чи паллӑ мессенджер. Ӑна тӗпчеве хутшӑнакансен 62 проценчĕ суйласа илнĕ. Пушкӑртра ВКонтакте е VK Мессенджерпа 2 018 000 ҫын усӑ курать, вӗсенчен 253 000 ҫын – 18 ҫулчченхи усӑ куракансем. Пӗтӗм Раҫҫейри общество шухӑш-кӑмӑлне (ВЦИОМ) тӗпчекен центр информацийӗ тӑрӑх, ыйтса пӗлнӗ учительсенчен, шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ мессенджерсем шкул ыйтӑвӗсене сӳтсе явма коммуникацин тӗп тата чи меллӗ каналӗ пулнине палӑртнă.
"Мӗншӗн эпир ун ҫинчен пӗлмен, вӑл чӑнкӑ!"- тенĕ ачасем.
Учительсемпе вӗренекенсем "ВКонтакте"интерфейс мессенджера паллӑ тӑваҫҫӗ. Кунта юлташсемпе тата телефон кӗнекинчи контактсемпе хутшӑнма юрать. Ыйтӑва пурӗ 852 шкул ачи, 855 ашшӗ-амӑшӗ тата 747 педагог хутшӑннă. ВЦИОМ специалисчӗсем анкетӑлассине октябрӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшĕччен ирттернӗ.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстан шкул ачисем "ВКонтакте" мессенджерпа хастар усӑ кураҫҫӗ
Пушкӑртстан шкул ачисем "ВКонтакте" мессенджерпа хастар усӑ кураҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас