+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулти 2в класра "Ачасем валли тапхăрпа тухакан кăларăмсем" ятлă библиотека занятийӗ иртнӗ. Педагог-библиотекарь Т.В. Хасанова вӗренекенсене тапхăрпа тухакан кӑларӑмӗсем мӗн иккенне, хаҫат журналтан мӗнпе уйрӑлса тӑнине, тытăмĕпе мӗнле журналсем пулнине каласа панă. "Журналист", "редактор", "тираж", "экземпляр" ӑнланупа паллашнă. Пичет кăларăмĕсен тӗнчине кӑсӑклӑ ҫулҫӳрев хыҫҫӑн ачасем журналсем вӗренӳре те, кулленхи пурнӑҫра та пулӑшакансем пулма, тавракурӑма анлӑлатма, нумай ыйтусем ҫине хуравлама пултарнине пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.