Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Хӑйĕн пурнӑҫĕн 45 çулне журналистикăна халалланӑ

Пишпÿлек районĕн хисеплĕ гражданинĕ Холмов Владимир Илларионович.

Хӑйĕн пурнӑҫĕн 45 çулне журналистикăна халалланӑ
Хӑйĕн пурнӑҫĕн 45 çулне журналистикăна халалланӑ

Пушкӑртстан Республикин Пишпÿлек районӗн Канашӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа районта пурӑнакансен, унӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе професси ӑсталӑхӗшӗн, района аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене йышӑннă тӗллевпе "Пушкӑрт Республикинчи Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ гражданинӗ" ята тивӗҫнĕ.

Пишпÿлек районĕн хисеплĕ гражданинĕ Холмов Владимир Илларионович (1948 ҫ.)
Владимир Илларионович хӑйĕн пурнӑҫĕн 45 çулне журналистикăна халалланӑ, 1988 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулччен районти "Светлый путь" хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ. РФ тата ПР журналистсен Союзӗн членӗ. Публикацисен тематикине палӑртса, вулакансен интересӗсемпе ыйтӑвӗсене лайӑх пӗлнӗ, хаҫат çырăнас, финанс, экономика ыйтӑвӗсене татса панӑ. Тактикӑллӑ, коммуникабеллӗ тӗрлӗ социаллӑ сийсенчи ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлнипе Владимир Илларионович ӗҫтешсем, организацисемпе учрежденисен ертӳҫисем, халӑх хушшинче тивӗҫлӗ авторитетпа усӑ курать. 1997 ҫулта ПР Президенчӗн Указӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Владимир Илларионовича "Пушкӑрт Республикин Культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят панӑ. 2008 ҫулта пичет, издательство тата полиграфи ĕҫӗсен управленийӗн Хисеплӗ грамотипе тата ПР культура ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн Хисеплӗ грамотипе наградӑланӑ. Халӑх ҫыравӗсемшӗн медальсем нумай. 2013 ҫулта Холмовсен ҫемйине "Юратупа шанчӑклӑх" медальпе наградӑланӑ.

Ирина Фомина хатĕрленĕ.

 

 

 

 

 


Хӑйĕн пурнӑҫĕн 45 çулне журналистикăна халалланӑ
Хӑйĕн пурнӑҫĕн 45 çулне журналистикăна халалланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: