Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

"Район хаçатĕнчен уйрӑлмастпӑр"

Пирӗн ҫемьере яланах сӗтел ҫинчи хаçат "Светлый путь"  район хаçачĕ пулнӑ.

"Район хаçатĕнчен уйрӑлмастпӑр"
"Район хаçатĕнчен уйрӑлмастпӑр"

Пăслăкри Виталий Степанович Кузьмин хӑйне мӗн чухлӗ астӑвать  ҫавӑн чухлех "Светлый путь" хаҫата та пӗлет. Район хаҫатне унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫырӑнса илнӗ, ӑна вӑл вулама вӗренсенех вулама пуҫланӑ, ҫавӑнтанпа вара вӑл унпа пӗрле пурнӑҫ çулĕпе юнашар пырать.

— Эпир мӑшӑрпа Раиса Кузьминичнӑпа 62 ҫул пурӑнатпӑр, - тет ӗҫ ветеранӗ, пӗтӗм ĕмĕр тăршшĕпе (40 ҫул ытла) тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсемпе комбайнсем ҫинче колхоз механизаторӗ пулса ӗҫленӗскер. — Пирӗн ҫемьере яланах сӗтел ҫинчи хаçат "Светлый путь"  район хаçачĕ пулнӑ. Эпӗ 87 ҫулта, мӑшӑрӑм ҫулталӑка ҫамрӑкрах. Ҫулсене пӑхмасӑрах хаҫата тĕппи йерипе вулатпӑр. Пире районти хыпарсем тата районти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫынсем мӗнле пурӑнни ытларах интереслентерет, — тет пирӗн шанчӑклӑ çырăнакан.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир СМОЛОВ.

 

"Район хаçатĕнчен уйрӑлмастпӑр"
"Район хаçатĕнчен уйрӑлмастпӑр"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: