Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкӑртри ҫамрӑксен хаҫачӗсем 100 ҫул тултарнине уявлама чӗнеҫҫӗ!

Ӗмӗрхи юбилей ячӗпе концерт ноябрӗн 8-мӗшӗнче Уфара иртӗ.

Пушкӑртри ҫамрӑксен хаҫачӗсем 100 ҫул тултарнине уявлама чӗнеҫҫӗ!
Пушкӑртри ҫамрӑксен хаҫачӗсем 100 ҫул тултарнине уявлама чӗнеҫҫӗ!

Пушкӑртстанри ҫамрӑксен хаҫачӗсем — "Йешлек", "Молодежная газета" тата "Омет" — 100 ҫулхи юбилее уявлама чӗнеҫҫӗ.

Ӗмӗрхи юбилей ячӗпе концерт ноябрӗн 8-мӗшӗнче Уфара иртӗ.

"Башкортостан" ГКЗ сцени ҫине ҫак каҫхине паллӑ артистсем тухӗҫ: Венер Камалов, Айдар Галимов, Расуль Карабулатов, Фадис Ганиев, Гульсум Бикбулатова, Лилия Биктимерова, Загир Исянчурин, Уфа хулинчи Культура керменӗн солисчӗсем тата Мустай Карим ячӗллӗ Наци театрӗн артисчӗсем. "Ҫамрӑксен" тусӗсене вӗсем хӑйсен чи лайӑх выступленийӗсене парнелеҫҫӗ.

Концерт пуҫланас умӗн фойере республикӑри ҫамрӑксен хаҫачӗсен историне халалланӑ куравсем ӗҫлӗҫ. Кунтах 18.00 сехетре Пушкӑрт хаҫачӗсемпе журналӗсене ҫырăнса илме пулать.

"Башкортостан" ГКЗ-ра ҫамрӑксен хаҫачӗсен авторӗсене, вулакансене тата тусӗсене пурне те ноябрӗн 8-мӗшӗнче, 19.00 сехетре кӗтеҫҫӗ.

Тÿлевсĕр кӗмелле 0+.

https://mgazeta.com/news/nam-100/2023-10-27/molodyozhnye-gazety-bashkirii-priglashayut-druzey-na-prazdnovanie-stoletiya-3496204?ysclid=lonvfedjgt456332971

 

Пушкӑртри ҫамрӑксен хаҫачӗсем 100 ҫул тултарнине уявлама чӗнеҫҫӗ!
Пушкӑртри ҫамрӑксен хаҫачӗсем 100 ҫул тултарнине уявлама чӗнеҫҫӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: