Пишпÿлекри почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн коллективӗнче ӑнсӑртран килсе тухнӑ ҫынсем ҫук, вӗсене хӑйсен тивӗҫӗсене чун-чӗререн пурнăçлани тата ҫынсемпе ӗҫлеме пӗлни уйăрса тăрать.
Почта работникӗсен пулӑшӑвӗпе куллен усӑ курса, хӑш чухне эпир ҫак ӗҫ мӗнле йывӑр пулни ҫинчен шухӑшламастпӑр. Кунта ӗҫ нумай: килсе ҫитнӗ корреспонденцие йышӑнасси, хаçат-журналсем çырăнтарасси, посылкӑсем ярасси, клиентсемпе ӗҫлесси, халӑха анлӑ ассортимент туса парасси, коммуналлӑ тӳлевсем йышӑнасси тата ытти те, - почта паракан пулӑшу ӗҫӗсем тӑтӑшах нумайланаҫҫӗ - хӑвӑрт улшӑнса пыракан вӑхӑта тивӗҫтермелле. Пишпÿлекри почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн туслӑ коллективӗ лартнӑ пур задачӑсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать.
Тамара Николаевна Атаманована Пишпÿлекре кашниех пӗлет пулӗ. Вӑл Пишпÿлек почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗнче 37 ҫул ӗҫлет.
— Малтан пӗрремӗш хутри пӗтӗм кабинета, унтан иккӗмӗш хутрине иртрĕм, - каласа парать Тамара Николаевна хӑйӗн ӗҫ ҫулӗ ҫинчен. - Ун чухнехи почта начальникӗ Галина Константиновна Антонова тивӗҫлӗ канӑва кайсан, мана ун вырӑнне хӑварчӗҫ. Ӗҫ мана килӗшет, унтан та ытларах, эпӗ ӑна юрататӑп.
Хӑйсен коллективӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа панӑ май, Тамара Николаевна пурте пӗр-пӗрне пулӑшнине, кирлӗ пулсан, вăхăтпа шутлашса тăмасăрах килнине палӑртать. Почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн начальникӗ ертсе пынипе хальхи вӑхӑтра кунта начальник заместителӗ тата 11 почтальон ӗҫлеҫҫӗ. Почтальонсен ӗҫне çăмăл теме ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем кирек мӗнле ҫанталӑкра та йывӑр сумкӑсемпе питӗ инҫе ҫула ҫуран утса тухаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн тивӗҫӗсемсӗр пуҫне ҫынсемпе хутшӑнма вӑхӑт тата чун-чӗре вӑйӗ тупать. Тӗпрен илсен, вӗсем пенсионерсене пулӑшаҫҫӗ, ватӑсене вара, яланхи пекех, тимлӗхпе хутшӑну кирлӗ.
— Ӗҫре ҫӑмӑллӑх ҫук, кирлӗ пулсан, пӗр-пӗрне улӑштаратпӑр. Коллективра ҫамрӑк сотрудниксем ҫук, ытларах вӑтам тата ватӑ ÿсĕмри ҫынсем. Почтальонсенчен пӗри часах ӗҫрен тухать, ҫавӑнпа почтальон вакансийĕ пур. Тата икӗ оператор вакансийĕ пур, - тет Тамара Николаевна.
Почта ҫыхӑну уйрӑмӗн начальникӗн заместителӗ Татьяна Макарова ҫичӗ ҫул каялла уйрăма ӗҫлеме вырнаҫнă. Ку сферӑра ӗҫ опычӗ пулнӑ ĕнтӗ унăн, Татьяна Федоровна почтальонра ӗҫленӗ.
— Почта уйрӑмӗн начальникӗ пулнӑ Светлана Вячеславовна Яковлева ӗҫе чӗнчӗ. Ун чухне оператор пулман. Ҫавӑнтанпа тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлетӗп те, - каласа парать нумай ачаллӑ амӑшӗ.
Пӗтӗм коллектив тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленине пула хаçат-журнал çырăнас, турттарас, сутас тата ытти кӑтартусене те пурнӑҫлаҫҫӗ.
— Халь госпитале посылкӑсем яма хатӗрленетпӗр. Паян ирхине 18 посылка илсе килчӗҫ, халӗ тата 10. Районта пурӑнакансем ӑшӑ утиялсем, вырӑн хатӗрӗсем тиенӗ посылкӑсем яма май килнипе активлӑ усӑ курса пирӗн боецсем валли, госпиталь валли ярса параççĕ. Вунă килограмм таякан посылкӑсене тӳлевсӗр ӑсатаҫҫӗ. Хамӑр ӗҫе эпир юрататпӑр. Паллах, тӗрлӗрен ҫынсем пулаҫҫӗ. Хӑш чухне кам та пулин вӑрҫса тӑкать - кунӗпенех кӑмӑл пӑсӑлать. Хӑш чухне клиент ырӑ сӑмах калать те — кунӗпех вĕçсе çÿрен, — вӗҫлет Тамара Николаевна.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина