Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

"Ҫынсем, вӗсен пурнӑҫӗпе интересӗсем ҫинчен вулама килӗшет"

Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн коллективӗ районти "Светлый путь" хаҫата тӑтӑшах альтернативлӑ майпа çырăнса илет.

— Хаҫатран эпир районти ҫӗнӗ хыпарсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен тата пирӗн район территорийӗнче пулса иртекен мӗнпур улшӑнусем ҫинчен пӗлетпĕр. Хаҫат страницисенче эпир пысӑк пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс информаци илетпӗр, - палӑртаҫҫӗ ача садӗнче ӗҫлекенсем.
"Умка" сотрудникӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсене пуринчен ытла ҫынсем ҫинчен, вӗсен пурнӑҫӗпе интересӗсем ҫинчен вулама килӗшет. Ҫавӑн пекех ача сачӗн коллективӗ тӗрлӗ пуҫватмăшлӑ, юмахлӑ ача-пӑча страницине тума сӗнеççĕ.
Неля САБАХОВА.
Сăнӳкерчӗкĕ: Неля Сабахова.

"Ҫынсем, вӗсен пурнӑҫӗпе интересӗсем ҫинчен вулама килӗшет"
"Ҫынсем, вӗсен пурнӑҫӗпе интересӗсем ҫинчен вулама килӗшет"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: