Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Район хаçачĕн чунтан парӑннӑ çырăнаканĕ

Пăслăк ялӗнчи Иосиф Никитович Петров ҫур ӗмӗр ытла район хаҫатĕнчен уйрӑлмасть.

Район хаçачĕн чунтан парӑннӑ çырăнаканĕ
Район хаçачĕн чунтан парӑннӑ çырăнаканĕ

Пăслăк ялӗнчи Иосиф Никитович Петров ҫур ӗмӗр ытла район хаҫатĕнчен уйрӑлмасть.
Иосиф Никитович Пăслăкра ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл М.Горький ячеллĕ колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1972 ҫулта Шафранри СПТУна вӗренме кӗнӗ, ветеринари фельдшерне вӗренсе тӑван колхоза таврӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ветфельдшерта ӗҫленӗ, анчах пенсие тухнӑ хыҫҫӑн та колхозра тӗрлӗ ӗҫре вунӑ ҫул ытла вӑй хунӑ. Иосиф Никитовичӑн пӗтӗмӗшле ĕç стажӗ 50 ҫул ытлапа танлашать. Нумай ҫул ӗҫленӗшӗн ӗҫ ветеранне хисеплӗ хутсемпе тата тав ҫырӑвӗсемпе наградӑланӑ.
Пенсире пушӑ вӑхӑт ытларах. Иосиф Никитович, халӑх юррисене юрлама юратаканскер, "Ҫӑлкуҫ" халӑх ансамбльне хутшӑнать. Ялпа районта кӑна мар, унӑн тулашӗнче ирттерекен мӗнпур мероприятие хутшӑнать. Чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тата упрас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн унӑн дипломсемпе тав çырăвĕсем нумай.
Иосиф Никитович ватӑлнӑ пулин те районти хаҫатран паян кунчченех уйрӑлмасть. Ку вӑл 51 ҫул, сахал мар.
—"Светлый путь" хаҫата 50 ҫул ытла, 1972 ҫултанпа ҫырӑнса илетӗп, - каласа парать Иосиф Никитович. — Район хаçатне вулама юрататӑп. Район мӗнле пурӑннине, районта мӗнле хыпарсем, ӗҫсем мӗнле пулса иртнине хӑвӑртрах пӗлес тесе, почтальона кашни эрнерех чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп. Ҫынсем тата ӗҫ коллективӗсем ҫинчен ҫырнӑ статьясене, саламсене вулама, ҫавӑн пекех пушӑ вӑхӑтра фильмсем курма телепередачӑсен программине, ҫӗнӗ хыпарсене итлеме реклама пӑхса тухатӑп. Пӗр сӑмахпа каласан, хаҫата пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех вулатӑп.
Нумай пулмасть Иосиф Никитович 81 ҫул тултарнă. Ӑна сывлӑх сунатпӑр, тата темиҫе ҫул тăршшĕ пирӗн парӑннӑ çырăнакан пуласса шанатпăр.
Венера КЛЮШНИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Венера Клюшникова.

Район хаçачĕн чунтан парӑннӑ çырăнаканĕ
Район хаçачĕн чунтан парӑннӑ çырăнаканĕ
Район хаçачĕн чунтан парӑннӑ çырăнаканĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: