Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ленард Шафиков: Пичет кӑларӑмӗсене çырăнассипе Пушкӑртстан малта

Пушкӑртстан пичет МИХ çырăнăвĕпе малти виҫӗ регион шутне кӗнӗ.

Ленард Шафиков: Пичет кӑларӑмӗсене çырăнассипе Пушкӑртстан малта
Ленард Шафиков: Пичет кӑларӑмӗсене çырăнассипе Пушкӑртстан малта

Пушкӑртстан пичет МИХ çырăнăвĕпе малти виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Ку пулăва "Почта России" регионти управлени директорӗ Ленард Шафиков палăртнă.
"Почта России" валли çырăну — чи пӗлтерӗшлӗ социаллӑ функцисенчен пӗри. Ҫынсене информаци мелӗпе усӑ курма майсем туса парас тесе компани пӗтӗм категорисем валли çырăну ҫӑмӑллӑхĕсене упрать, çырăну хакĕсене чакарас енӗпе тӑтӑшах акцисем ирттерет. Тӗслӗхрен, февраль пуҫламӑшӗнче иккӗмӗш ҫур ҫуллӑха срокчен маларах çырăнтару пуҫланчӗ. Юратнӑ кӑларӑма иртнӗ çырăнтару тапхӑрĕн хакӗпе ҫырăнса илме пулать", - тесе палӑртнӑ Ленард Шафиков.

Ку ӗҫре издательство пӗрлӗхӗпе ҫыхӑнса ӗҫлени пысӑк вырӑн йышӑнать, пӗлтернĕ "РБ".

"Нумай ҫул тăршшĕ пичет тата МИХ Агентстви пирӗн шанчӑклӑ партнер пулса юлать. Эпир хаҫатсемпе журналсене çырăнма хавхалантаракан, вӗсемпе интересленме хавхалантаракан пӗрлехи акцисем ирттеретпӗр. Ҫакӑ республикӑн кӑларӑмсене саракан информаци пуриншӗн те усӑ кӳме пултарасси ҫинчен калать", — палӑртнӑ управлени ертӳҫи.

Пушкӑрт Республики çырăнакан регион-лидерсен шутне кӗни - пӗрлехи ӗҫӗн законлӑ результачӗ. Ҫавӑн пек май республикӑри пресса рынокне çырăнтармалли тата пулӑшу памалли калӑпӑшсене тивӗҫтерме пулӑшӗ, - пĕтĕмлетнĕ Ленард Шафиков.

Сӑнӳкерчӗкĕ: "Почта России".
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2025-02-20/lenard-shafikov-liderstvo-bashkirii-po-podpiske-na-pechatnye-izdaniya-zakonomerno-4129324

 

 

Ленард Шафиков: Пичет кӑларӑмӗсене çырăнассипе Пушкӑртстан малта
Ленард Шафиков: Пичет кӑларӑмӗсене çырăнассипе Пушкӑртстан малта
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: