Хушăлка ял Советĕнче пурăнакансем почта уйрӑмӗ пулнăшӑн тата аталаннӑшӑн тав тӑваççĕ.
Ял ҫыннисем хӑйсен ялӗнче почта уйрӑмӗ пурри ҫинчен час-часах калаҫаҫҫӗ. Почта пӗлтерӗшне тӑвансене корреспонденци яма, юратнӑ хаҫатсемпе журналсене ҫырăнса илме, пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли майсем ҫухалсан ӑнланатӑн. Хушăлка тата ҫывӑхри халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пурӑнакансем ҫак лару-тӑрӑва нумай пулмасть почта уйрӑмӗ чылай хупӑнса тӑнӑ чухне тӳссе ирттернӗ, мӗншӗн тесен заведующи ĕçне хӑй ҫине илес текеннине тупайман. Ҫав вӑхӑтра кӳршӗри Михайловкӑра та почта уйрӑмӗ хупӑ пулнӑ, ҫавӑнпа ял ҫыннисен коммуналлӑ пулӑшусемшĕн тӳлеме, почта пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма Пишпÿлеке çÿремелле пулнӑ.
— Почта уйрӑмӗн заведующийӗ пулнӑ ҫын тивӗҫлӗ канӑва тухсан, ун вырӑнне нумай вӑхӑт тăршшĕ ҫын тупаймарӗҫ. Пирӗн телее, яланлӑхах пирӗн яла Наталья Краснова килчӗ. Ҫак яваплӑ ĕçе вӑл хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Почтӑсӑр ялта ниепле те май килмест, ытла та кирлӗ вӑл, - каласа парать ял тăрăх пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев.
Почта уйрӑмӗн начальникӗ Наталья Михайловна Краснова яваплӑ должноҫа лартсан, лару-тӑру тӗпренех улшӑннă. Вӑл вырӑнти ҫынсен шанăçне часах çĕнсе илчĕ. Вӑл ырӑ сунни, профессионализм тата кашни клиента тимлӗ пӑхни почта уйрăмне корреспонденци илме е яма май пур вырӑн кӑна мар, ял ҫыннисемшӗн общество центрӗ те туса хучĕ.
— Хушăлкана эпӗ 2020 ҫулхи ноябрьте куçса килтӗм. Декабрьте почта ӗҫне вӗрентĕм. 2021 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗнче почта уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑнтӑм, - аса илет Наталья Михайловна.
Почта уйрӑмӗ Хушăлкара, Çирĕклĕтамакра, Мелевĕс-Мускавра, Петровкӑра, Степановкӑра, Сармандеевкӑра, Вишневкăра, Сосновкӑра пурӑнакансене пулӑшать. Ҫынсем хаваслансах почта уйрӑмне пулӑшу ыйтма ҫеҫ мар, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерме, хальхи ыйтусене сӳтсе явма пыраҫҫӗ.
Наталья Михайловнан виҫӗ почтальон: Люция Габдулхаевна Дмитриева, Салават Равильевич Шигапов тата Ирина Петровна Данилова. Вӗсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар, вӑл ҫирӗп те чӑтӑмлӑ, тимлӗ, ответлӑ пулма ыйтать. Ҫанталӑк мӗнле тӑнине тата ҫулталӑк вӑхӑтне пӑхмасӑрах почтальонсем адресатсене корреспонденци валеçеççĕ.
— Пирӗн коллектив туслӑ, пӗрлешӳллӗ. Почтальонсенчен кашниех ӗҫне яваплӑ пурнăçлать. Халӑх лайӑх, ырӑ, ҫепӗҫ, - ăшшăн кулать Наталья Михайловна. — "Светлый путь", "Урал сасси", "1000 советов", "Полезный журнал", "Якты юлдан" хаçат-журналсене ҫынсем пуринчен ытларах хисеплеҫҫӗ.
Почта уйрӑмӗ — ял пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Почта вӑл — хаҫатсемпе ҫырусем илсе килни кӑна мар, тулашри тӗнчепе ҫыхӑну тытни те, пенси илме, коммуналлӑ пулӑшу тӳлеме те, чи кирлӗ тавар туянма май пурри те. Почта пурӑннӑшӑн тата аталаннӑшӑн ял ҫыннисем питӗ тав тӑваҫҫӗ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Клара Семенова.