Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Путин каналне MАХра 150 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ

#владимирпутин

Путин каналне MАХра 150 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ
Путин каналне MАХра 150 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ

#владимирпутин

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче РФ Президенчӗн официаллӑ каналӗ МАХра ӗҫлеме пуҫланине пӗлтернӗ.

РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн официаллӑ каналне МАХ мессенджерта ҫырӑнакансен йышӗ малтанхи талӑкра 150 пин ҫынран та иртнӗ.

Ҫав хушӑрах Кремлӗн Telegram-каналне 292 пин ытла ҫын çырăннă.

Ҫав кунах MAXра РФ правительствин каналне йӗркеленӗ. Каналта РФ премьер-министрӗн Михаил Мишустинӑн тата правительство членӗсен ӗҫӗ пирки хыпарсем, комментарисем, отчетсем, сӑнӳкерчӗксемпе видеосем пичетлеме палӑртнине палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче РФ президенчӗн официаллӑ каналӗ МАХра ӗҫлеме пуҫланине пӗлтернӗ. Унччен, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, РФ Цифра министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пысӑк тӑваттӑри» чи пысӑк ҫыхӑну операторӗсем абонентсене МАХ мессенджерпа чикӗсӗр усӑ курма май туса пама тытӑннӑ. Ку пулӑшӑва Т2, «Билайн», «МегаФон» тата МТС кӳреҫҫӗ ӗнтӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru.

 

https://iz.ru/1951514/2025-09-09/na-kanal-putina-v-max-podpisalis-bolee-150-tys-chelovek

 

Путин каналне MАХра 150 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ
Путин каналне MАХра 150 пин ытла ҫын ҫырӑннӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас