2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен «Раҫҫей почти» 2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗ валли ҫӑмӑллӑхлӑ Çырӑнтару вунăкунлăхĕ ирттерет. Ҫак кунсенче Пишпÿлек ялӗнчи почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗнче яланах халӑх йышлӑ: ял ҫыннисем хӑйсен юратнӑ кӑларӑмӗсене йӳн хакпа ҫырӑнма васкаҫҫӗ, ҫӗнӗ номерсене тӳрех почта ещӗкне илме шантараҫҫӗ.
Вера Романовна Федотова почтальон ҫак уйрӑмра вунӑ ҫул ытла вӑй хурать ӗнтӗ. Ҫак кунсенче вӑл уйрӑмах кирлӗ.
— Ҫырӑнма килекен кашни ҫынна пулӑшма тӑрӑшатӑп, - тет вӑл черетлӗ абонементсем ҫырса.
Почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Тамара Николаевна Атаманова Вера Романовнан профессионализмне мӑнаҫлӑн палӑртать:
- Чи пысӑк та йывӑр сумка яланах пирӗн Вера Романовнан. Кашни ҫур ҫулта вӑл ҫырӑнтару енӗпе малта пырать. Унӑн ӗҫченлӗхӗ - пирӗншӗн пуриншӗн те тӗслӗх.
Калаҫӑва уйрӑмӑн яланхи клиенчӗ Гульназира Гирфановна Ярмиева хутшӑнать.
- Эпӗ яланах хаҫат-журнал ҫырӑнса илетӗп, вӗсене хаваспах вулатӑп. Вӗсен хушшинче районти «Светлый путь» хаҫат та пур. Вырӑнти хыпарсемсӗр мӗнле-ха? Ҫитменнине, эпӗ страхлакан агент пулса ӗҫлетӗп, районта пурӑнакансене те лайӑх пӗлетӗп. Ҫынсем ҫинчен вулама яланах кӑмӑллӑ, вӗсене лайӑхрах пӗлен. Почта умӗпе утса иртнĕ май почта уйрӑмне кӗтĕм. Ӑнӑҫлӑ пулчӗ иккен, шӑпах ҫырӑнтару декади пуҫланнă вӗт, — сăмах вакларĕ вӑл.
Вунăкунлăх кунӗсенче ятарлӑ акцисем ирттереҫҫӗ, тӗслӗхрен, пӗрремӗш ҫырӑнакансем валли парнесем. Чылайӑшӗ почта уйрӑмне хаçат-журнал ҫырӑнма кӑна мар, кӑмӑл-туйӑм та, хутшӑну та лайӑх пултӑр тесе килет.
Палӑртмалла: ҫырӑнмашкӑн почта уйрӑмне килмесен те пулать. Ҫакна килсенчех тума пулать: «Раҫҫей почтин» сайтӗнче, «Раҫҫей почтин» мобильлӗ приложенийӗнче, rbsmi.ru сайтра ҫавӑн пекех тӗл пулсан почтальона хӑвӑн кӑмӑлу пирки пӗлтерме пулать.
Район хаҫатне йӳнӗ хакпа ҫырӑнма май панине ан вӗҫертӗр! Республика тата тӑван район хыпарӗсене пирӗнпе пӗрле пӗлсе тӑрӑр!
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина