Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Путин «Российская газета» кăларăма юбилейпе саламланӑ

#владимирпутин

Путин «Российская газета» кăларăма юбилейпе саламланӑ
Путин «Российская газета» кăларăма юбилейпе саламланӑ
 
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Российская газета» 35 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă, кӑларӑм коллективне пултарулӑх тӳписене парӑнтарма суннă.
«Сире паллӑ кунпа — «Российская газета» пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп. Иртнӗ ҫулсенче сирӗн кӑларӑм пысӑк, тулăх ҫул иртрӗ, паян та хамӑр ҫӗршыври медиарынокӑн лидерӗсенчен пӗри тивӗҫлипе шутланать», — палӑртнă Путин кӑларӑмра пичетленнӗ саламӗнче.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ хаҫат коллективӗ пӗр шухӑшлӑ пулнине, профессири чи лайӑх йӑла-йӗркесене парӑннине, ҫавӑн пекех «Российская газета» журналисчӗсем журналист ӗҫӗн çивĕч «вӗҫӗнче» пулма, пӗтӗм ҫӗршыври информаци повĕҫне малалла аталантарма хӑйсен тӳпине хывма тӑрӑшнине палӑртнă.
«Российская газета» РФ правительствин официаллӑ пичет органӗ шутланать. Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1990 ҫулта ноябрĕн 11-мĕшĕнче тухнӑ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Алексей Смышляев.
 
Путин «Российская газета» кăларăма юбилейпе саламланӑ
Путин «Российская газета» кăларăма юбилейпе саламланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас