«Светлый путь Бижбуляк» хаҫат редакцийӗнче черетлӗ парнесен вылявӗ иртрӗ.
Декабрь вӗҫӗ - иртсе пыракан ҫула пӗтӗмлетме тата Çӗнӗ ҫул уявӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтмелли вӑхӑт. Районта пурӑнакансенчен чылайӑшӗшӗн ҫак тапхӑр тата кӑмӑллӑ пулӑмпа палӑрчӗ: районти «Светлый путь Бижбуляк» хаҫата ҫырӑнакансем хушшинче парнесем вылятасси пулчĕ.
Редакци ҫӗнтерӳҫӗсем валли хаклӑ парнесем хатӗрленӗ: интерьер япалисенчен пуҫласа савӑт-сапа парне пуххисем таранах. Районка редакцийӗнчи атмосферӑна тӗлӗнтермӗш пуласса кӗтнипе электричествӑланӑ — шанчăклă хаçат çырăнакансем хушамачӗсемпе хут листисене туртса кӑларас тата хаклӑ парнесен хуҫи пулас процеса хӑйсем курас тесе пухӑннӑ. Призсене выляттарма районти чылай ялсенчен пурӗ 219 квитанци ярса панӑ.
Уйрӑмах Йăлпăлак ялӗнче пурӑнакансем палӑрнӑ: унтан квитанцисен 21 копине ярса панӑ. Ҫакӑншӑн Эльвира Федорова почтальона уйрӑмах тав тӑватпăр, вӑл кашни ҫырӑнтару кампанийӗнче ҫырӑнакансен квитанцийӗсен копийӗсене хăй ярса парать.
Парнесен вылявӗ пур вулаканшӑн та чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ. Кашни хутшӑнакан ӑнӑҫу пуласса шаннӑччӗ, тӗп парнене ҫӗнсе илме ӑнманнисем те кулянмарӗҫ, вылява хутшӑнни хăй — пулӑм-ҫке. Черетлӗ вылявра Йăлпăлакри А.В. Васильев (парне — алмаз мозаики), Пишпӳлекри М.Х. Ганиева (утюгламалли хӑма), Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн сотрудникӗ О.В. Григорьева (картина), Кăрканти Рамзиль Вахитов (кӑкшӑм), Пишпӳлекри И.Захарова (приправăсем тултармалли пухă), Пишпӳлекри В.Ф. Макаров (стакансен наборӗ), Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн сотрудникӗ Р.А. Егорова (салатник), Пишпӳлекри Т.И. Петрова (салатник), Пишпӳлекри Л. Бурангулова (салатник), Йăлпăлакри В.В. Егорова (стремянка) выляса илнĕ. Пишпӳлекри энергосервис коллективӗ шыв фильтрĕ ҫӗнсе илнӗ. Телейлисене пурне те редакцире çак адреспа кӗтетпӗр: Пишпӳлек ялӗ, Советская урамӗ, 31-мĕш çурт. Хӑвăрпа пӗрле паспорт, ИНН, СНИЛС пулмалла.
Розыгрышра хӑй те пулнӑ ҫырӑнакансем хушшинче уйрӑм парне вылятнӑ. Унта Пишпӳлекри пирӗн чунтан парӑннӑ вулакан Зоя Галяутдинована ӑнчӗ. Зоя Александровна, сӑпайлӑ та вашават хӗрарӑм, ятарлӑ парне илсен, чылай ҫул ӗнтӗ хаҫатӑн шанчӑклӑ ҫырӑнаканӗ пулнине йӑл кулса пӗлтерчӗ. Кашни кӗҫнерникун вӑл тӑван Пишпӳлек тата пӗтӗм район хыпарӗсене пӗлес тесе ҫӗнӗ номер тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Уншӑн хаҫат - информаци ҫӑлкуҫӗ кӑна мар, чӑн-чӑн тус-канашҫӑ. Хаҫата редакцирен хӑй илсе кайнă май Зоя Александровна яланах ӗҫлекенсемпе хутшӑнма, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлĕпе пайланма вӑхӑт тупать.
Черетлĕ вылявӑн тӗп парнине — стремянка выляса илнӗ Валерия Егорова хӑйӗн савӑнӑҫне пытармасть.
- Ай, тавтапуҫ! Ҫав тери кӑмӑллӑ! Килти хуҫалӑхра питӗ кирлӗ япала. Эпир хамӑр уйрăм ҫуртра пурӑнатпӑр, яланах мӗн те пулин юсамалла, сӑрламалла, шуратмалла. Çавăнпа эсир пӗлетĕр-и, мĕнле эпӗ вӑхӑтлă выляса илнине ! - савӑннине пытармасть Валерия. Егоровсен ҫемйи «районкӑна» ялан ҫырӑнса илет, ара, хаҫат пулӑшнипе вӗсем районти ӗҫсем, вырӑнти влаҫ ӗҫӗ, ентешӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлӗҫ-ҫке.
- Юратнӑ хаҫатран Ҫӗнӗ ҫула мӗнле лайӑх парне! - тет Пишпӳлекри Ирина Захарова. - Пысӑк тав сире! Ҫӗнӗ номерсене ҫемйипе яланах хаваспа вулатпӑр.
Ҫырӑнакансем хаҫатӑн тӗрӗс информаци ҫӑлкуҫӗ тата пӗрлӗх ӑшӗнче хутшӑнмалли платформа пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. «Светлый путь Бижбуляк» хаҫатӑн тӗп редакторӗ вылява хутшӑнакансене пурне те тав турӗ, ҫӗнӗ ҫулта хӑйӗн вулаканӗсене интереслӗ материалсемпе, илӗртӳллӗ акцисемпе малалла савӑнтарма шантарчӗ. Кунашкал вылявсем ырӑ йӑлана кӗнине палӑртрӗ, малашне тата ытларах пуласса шаннине пӗлтерчӗ. Аудиторие пулӑшасси — журналистсен ӗҫӗшӗн тӗп хавхалану тата хаҫат район пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ сасӑ пулса юлассине шантарни-ҫке.
Ҫӗнтерӳҫӗсем, савӑннипе ҫиҫсе, хӑйсен парнисене илсе кайнӑ, малалла та «Светлый путь» вулаканӗсене шанчӑклӑ пулма шантарнӑ. Шӑпах вӗсемшӗн, хӑйсен парӑннӑ вулаканӗсемшӗн, хаҫат ӗҫлет-ҫке.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Венера Клюшникова.