Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ

Пирӗн районти «Светлый путь» хаҫат паян та пирӗн район ҫыннисемшӗн шанчӑклӑ информаци ҫӑлкуҫӗ пулса юлать. Кӑҫал унӑн пӗрремӗш номерӗ пичете тухнӑранпа 95 ҫул пулать.

Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ


Паян тӗнчене хаҫатсӑр куҫ умне кӑларма йывӑр. Пирӗн районти «Светлый путь» хаҫат паян та пирӗн район ҫыннисемшӗн шанчӑклӑ информаци ҫӑлкуҫӗ пулса юлать. Кӑҫал унӑн пӗрремӗш номерӗ пичете тухнӑранпа 95 ҫул пулать.
Районти тĕп библиотекăна хаҫатпа туслӑх ҫулӗсем ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫула библиотека район хаçачĕн юбилейне уявлассинчен пуҫлани те символлă. Библиотекăн вулав залӗнче Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн вӗренекенӗсем хӑйсен преподавателӗпе, пичет ветеранӗсем, вулакансем, редакци ӗҫченӗсем, районти таврапӗлӳҫӗсем пуҫтарӑннă. Хаҫат историйӗн страницисене уҫкаласа пӑхнӑ май мероприятие хутшӑнакансем ҫӗршыв, тӑван ен историне тӑвакан ҫынсемпе куҫа курӑнмасӑр хутшӑннă, ҫынсемшӗн, вӗсен ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсемшӗн мӑнаҫланнă. Унӑн кашни номерӗ - палланӑ тата палламан хушаматсем, ятсем, сӑнсем, çынсен кулленхи кунӗсем, ҫынсен шӑписем. Мероприяти хӑнисен пысӑк интересне «Газета в лицах» тематика куравӗ тата Пишпӳлекри историпе этнографи музейӗн директорӗ Р.Г. Иванова ирттернӗ юратнӑ кӑларӑм историне экскурси уҫнă. Унта хутшăнакансем вӑхӑтран сарӑхнӑ страницӑсене хаваспах уҫа-уҫа пӑхнă, хӑйсен аслӑ ӗҫтешӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене, хӑшӗ-пĕрисем хӑйсене те палласа илнĕ. Мероприятин ӑнӑҫлӑ хушӑмĕ пӗр пысӑк редакци ҫемйине халалланӑ «Загляните в семейный альбом»
видеоролик пулнă.
Çак мероприятипе усӑ курса пирӗн хаҫата юбилей ячӗпе саламлатпӑр. Пултарулӑхра ҫитӗнӳсем, оптимизм, малашне те чечекленме, вӑхӑтпа тан утма, вулакансен ӑс-тӑнне витӗм кӳме, вӗсене ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ырӑ ӗҫсем тума чӗнме сунатпӑр. Район хаҫачӗ нумай тиражлӑ пичет кӑларӑмӗсемпе танлаштарсан, массӑллӑ вулакана, уйрӑмах ял ҫыннисене ҫывӑхрах.
#95летСветлыйпуть
#Бижбулякскийрайон
#МаукБижбулякскаяЦБС
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/biblbib?from=groups

 

 

Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Библиотекăра район хаçатне халалланă мероприяти иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас