Çутă çул
+12 °С
Облачно
Медицина
9 Октября 2019, 04:05

Путин министрсен кабинетне медицина ĕçченĕсене ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ система кĕртмелли сроксене палăртма хушнă

Патшалăх пуçлăхĕн тивĕçлĕ хушăвĕсене 2020 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕччен пурнăçламалла. Раççей правительстви регионсен влаçĕсемпе çулталăк тăршшĕнче РФ субъекчĕсенче медицина ĕçченĕсене ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ система кĕртмелли сроксем çинчен ыйтăва ĕçлесе хатĕрлемелле. РФ Президенчĕ октябрĕн 2-мĕшĕнче сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси çинчен канашлăва пĕтĕмлетсе палăртнă хушусенче пур.

Добавить в предпочтительные источники Google
РФ сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова пĕлтернĕ тăрăх, медицина ĕçченĕсене ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ системăна куçма икĕ çултан кем мар вăхăт тата хушма бюджет укçи-тенки кирлĕ.

#ВладимирПутин

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас