«Уçăлса çÿрес килет. Тепĕр икĕ кунтан килте пулма ĕмĕтленетĕп. Çĕнĕрен утма вĕреннĕн туйăнать. Операци умĕнхипе ун хыççăнхи уйрăмлăха питĕ лайăх туятăп. Унччен 10 утăм тусанах сывлăш пÿлĕнетчĕ, халĕ вара пирĕн Владимир Анатольевич Сурков тата Инна Геннадьевна Зубарева тухтăрсем тăрăшнине пула хама лайăх туятăп, утма çăмăл». Çак сăмахсене мана паян чĕрине куçарса лартнă пĕр çын каларĕ. Çавăн пек пациентсем кăçал пирĕн çиччĕ. Çак виçе пысăках мар пулсан та этем пурнăçĕпе çыхăннă самант. Вăл пурăнас шанчăка сÿнме памасть.
Кашни çул çакăн пек савăнăçлă пулăмсем ытларах пулччăр тесе эпир кашни кун ума тĕллев лартса малалла утатпăр. Донарсен базин ĕçне çĕнететпĕр, кардиоцентрсен майĕсене, тухтăрсен професси ăсталăхне ÿстеретпĕр. Çапах та чи пĕлтерешли – тĕрлĕ енлĕ пысăк ĕçсем туса ирттерсен эпир «Эпĕ сывă, манăн уçăлса çÿрес килет» текен ансат та кирлĕ сăмахсене илтетпĕр. Пĕр шутласан кунта нимĕн те тĕлĕнмелли çук пек, анчах чирлĕ çыншăн кулленхи хусканусене – урамра уçăлса çÿресси, ачасемпе пĕрле вылясси, пусма тăрăх çÿлелле утса хăпарасси – тăвасси чĕр вилĕм пулнă. Больницăран тухсан çак çынсем хăнăхнă, тулли те савăнăçлă пурнăçпа пурăнаççĕ», - тесе çырнă регионти Сывлăх сыхлав министерствин ертÿçи.