Медиксем ĕç паракансем октябрьшĕн хушма тÿлевсене чакарнипе, совместительство мелĕпе ĕçленĕшĕн сахал тÿленипе, кадр дефицичĕпе, ытлашши нумай ĕç нагрузки пулнипе кăмăлсăр. Документсене тĕрĕслени йĕркене пăснине кăтартса панă. Отделени заведующийĕсем ыйтнипе сотрудниксем хушма ĕç, дежурствăсем пурнăçласа пынă, маларах çакăншăн мĕн чухлĕ тÿлессине калаçса татăлман. Çакă ĕç законодательствин нормисене пăсни пулать. Тупса палăртнă çак тата ытти чылай çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.