Хула çыннисене пуринчен ытларах хумхантаракан ыйтусенчен пĕри — кунти ача çуратмалли çурта хупасси. Министр каланă тăрăх, ăна тĕпĕ-йĕрĕпех хупмаççĕ-ха. Экстренлă самантсенче хĕрарăмсене хула больницинчех йышăнаççĕ. Благовещенскри тĕп район больницин территорийĕнчи вăраха кайна стройка пирки те ыйтусем панă.