— Стоматологи оборудовани килчĕ, — каласа парать Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Олеся Витальевна Идрисова. — Ăна кăрса лартнă ĕнтĕ. Малтан çакăн валли кабинет юсарăмăр. 1041299 тенкĕ уйăрса пачĕç. Регион бюджетĕнчен 989234 тенкĕ, район бюджетĕнчен 52065 тенкĕ. Договорпа килешÿллĕн Пишпÿлекри тĕп район больницине стоматологи кабинетне те, оборудованине те тÿлевсĕр усăланма параççĕ. Врач-стоматологпа медицина сестрин штачĕ те район больницинчен пулать. Хальхи вăхăтра лицензировани докуменчĕсене тăваççĕ. График тăрăх районти мĕнпур шкулсенчен ачасем кунта шăлсене тĕрĕслеме тата сиплев иртме пыраççĕ.