Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
26 Июлӗн 2021, 16:36

Пушкӑртстанра пациентсене ковидран прививкӑсӑр планлă госпитализаципе тивӗҫтермӗҫ

Пушкӑртра пациентсене ковидран вакцинациленмесен планпа больницăна вырттармĕç. Кун ҫинчен правительствӑра оперативлӑ канашлура республика сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин пӗлтернӗ.  

Кун пек йышӑнӑва республика Министерстви ҫумӗнчи оперативлӑ штаб йышӑннӑ.

Ҫав хушӑрах министр республикӑра пурӑнакансене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ вакцинаци сертификачĕ пуррине пӑхмасӑрах пулӑшать тесе хушса хунă. Ҫавӑн пекех онкологи тата кардиологи профильӗпе чирлекен пациентсем валли прививка кирлӗ мар, вĕсене пурпĕр пулӑшу кӑтартаҫҫӗ.

Тивӗҫлӗ улшӑнусене ПР Пуҫлӑхӗн указне кӗртӗҫ те августӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрӗҫ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра пациентсене ковидран прививкӑсӑр планлă госпитализаципе тивӗҫтермӗҫ
Пушкӑртстанра пациентсене ковидран прививкӑсӑр планлă госпитализаципе тивӗҫтермӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: