Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
15 Сентябрӗн 2021, 10:45

Вакцинӑланӑ кашни пациентшӑн 200-шер тенкӗ?

Пушкӑртстанра тухтӑрсене укҫа тӳлеме палӑртаҫҫӗ...  

Вакцинӑланӑ кашни пациентшӑн 200-шер тенкӗ?
Вакцинӑланӑ кашни пациентшӑн 200-шер тенкӗ?

Пушкӑртстанра тухтӑрсене укҫа тӳлеме палӑртаҫҫӗ...

Пушкăртстанра врачсене вакцинӑланӑ кашни пациентшӑн 200 тенкӗ тӳлеме шутлаҫҫӗ. Тухтӑрсене хавхалантаракан постановлени проектне регион Министерствин сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Асӑннӑ проектран тивӗҫлӗ тӳлевсене 2021 ҫулхи августӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен вакцинӑланӑ тапхӑрта парасси паллă. Документра палӑртнӑ 200 тенкӗрен 40 тенкӗ пациентӑн ирӗклӗ килӗшӗвӗшӗн тата анкетишӗн, 80 тенкӗ – вакцинацишӗн тата 80 тенкӗ – прививка тата сӑнав умӗн пӑхса тухнӑшӑн парӗҫ тесе ӑнлантарнă. Укҫа-тенкӗне федераци тата регион бюджетӗнчен тÿлессине пӑхса хӑварнӑ.

Район коэффициентне шута илсе тӳлевсене ĕç укçипе пӗрле куçарӗҫ.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Вакцинӑланӑ кашни пациентшӑн 200-шер тенкӗ?
Вакцинӑланӑ кашни пациентшӑн 200-шер тенкӗ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: