Инфекцие сарăлма чараканни — вакцинаци…
— Вакцинаци туни кăна чиртен хӳтĕлет. Импĕр, ыхра, ытти çимĕçе çини вирусран упрамасть. Тухтăрсем чи малтан прививка тутарчĕç. Чи лайăх вакцина — «Спутник». Вăл 94 процент таран хӳтĕлет. Унпа чылай çĕршывра усă кураççĕ. Хăш вакцинăпа укол тăвассине тухтăр палăртать. Вакцинациленнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Акă нарăс-пуш уйăхĕсенче нумаййăн вакцинациленнĕ. Çавăнпа ака-çу уйăхĕсенче чирлекен сахалланнăччĕ. Анчах коронавирус штамĕсем аталаннă май çулла вĕсен шучĕ каллех ӳсме тытăнчĕ. Шел те, прививка пĕлтерĕшне пурте ăнланмаççĕ. Калăпăр, ашшĕ-амăшĕ прививка тума çырăннă, анчах хĕрĕ вĕсене тумалла мар тесе ӳкĕте кĕртнĕ. Тепĕр тапхăртан, Мăнкун эрнинче, ватă çынсем чирлесе ӳкнĕ, ашшĕ çăлăнса юлнă-ха, амăшĕ вилнĕ. Хĕрĕ мĕнле пысăк йăнăш тунине, паллах, кайран ăнланса илнĕ. Социаллă сетьсенче çырнине тата урамри çынсем каланине пуçа хумалла мар, тухтăрсен сăмахне итлемелле. Анчах хăш-пĕр медик, уйрăмах ковидпа нушаланакансене курманнисем, çынсене прививка тутарма сĕнмест. Паллах, пирĕн сумлă ученăйсен сăмахне шута илмеллех, ку вирус пирки вĕсенчен лайăхрах пĕлекен çук. Вакцинаци иммун тытăмне çирĕплетет. Укол тунă хыççăн чылайăшĕн ӳт температури ӳсет, çын вăйсăрланать, ăна вĕрилентерме пултарать. Кусем вăхăтлăх кăна: икĕ-виçĕ кунран йăлтах иртет. Йывăр чирпе аптăракансем прививка тăвасшăн мар, анчах сахăр диабечĕллĕ, гипертони, ишеми чирĕ пур çынсен коронавирус ерсен çăлăнас шанăç питĕ пĕчĕк. Шыçă чирĕпе нушаланакансен те хими терапийĕ туман чухне вакцинациленмелле.
— Вакцинациленнĕ хыççăн та чирлекенсем пур теççĕ.
— Кунашкал тĕслĕхсем пур, мĕншĕн тесен иммунитет аталанса çитеймест. Укол тутарнă хыççăн 42 кунран кăна иммун тытăмĕ çирĕпленет, вируспа кĕрешме пуçлать. Çавăнпа прививка тунă тесе хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма пăрахмалла мар. Прививка тутарнă хыççăн вилнĕ тĕслĕхсем пулнă. Паллах, вакцинаципе çыхăнман ку, тĕрлĕ чире пула: е инсульт çапнă, е ытти сăлтав. Кунашкал тĕслĕхсене ятарлă комиссире пăхса тухаççĕ. Вирус ан сарăлтăр тесен чылаййăн вакцинациленмелле — халăхăн 60-80 проценчĕ таран. Ун чухне кăна чир аталанма пăрахать. Коронавирус нихăçан та пĕтмĕ, вăл сывлăшра юлатех. Çавăнпа çыннăн хăй çинчен кăна мар, çывăх çыннисем пирки те шухăшламалла. Çемйипех чирлеççĕ вĕт. Ачасем валли те вакцина туса кăлараççех.
"Хыпар" хаçатран.