Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
1 Октябрӗн 2021, 14:41

Руслан Султанов: «Хăвăр вакцинаци иртĕр тата вирусран ачăрсемпе тăванăрсене хÿтĕлĕр!»

Пушкӑртстанра, пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре те коронавируспа лару-тăру кунсерен япӑхланса пырать.

Республикӑра коронавирус инфекцийӗпе чирленине пула кӑткӑс тапхӑр пуҫланать. Сентябрӗн юлашки кунӗнче Пушкăртстанра ковидран рекордлӑ вилӗм шучĕ пулнӑ. Пушкӑрт влаҫӗсем пандемипе кӗрешме ҫӗнӗ мерӑсем йышăнаҫҫӗ.

Ҫакӑн пек пулса иртекен эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен хӑйӗн шухӑшӗпе Руслан Закирович Султанов "Уфа хулинчи Хозрасчет поликлиники" МУП главнăй врачĕ, "Торатау" Конгреса-холлти вакцинаци центрӗн ертӳҫи каласа панӑ.

— Паянхи кун пирӗн парадоксла лару-тӑру йӗркеленчӗ — чирлекенсен шучĕ хӑвӑрт ӳсет, коронавирус рекордсем ҫапать, ковид-госпитальте халӑх тулли, больницӑсенчи уйрӑмсем уҫӑлаҫҫӗ, хӑйсене чиртен хӳтӗлес текенсем вара сахаллансах пыраҫҫӗ. Эпӗ ертсе пыракан "Торатау" вакцинаци центрӗнче пациентсен шучӗ пилӗк хут чакрӗ! Статистика кӑтартса парать – вакцинациленӗ чирлӗ ҫынсем инфекцие ҫӑмӑлрах тӳссе ирттереҫҫӗ, ИВЛ аппарачӗсемпе реанимацире выртмаҫҫӗ, хӑвӑртрах йӗркеллӗ пурнӑҫ патне таврӑнаҫҫӗ! Ҫӗнӗ антиковид мерисене питӗ адекватлӑ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен халӑха вакцинаци  кӑна çăлса хăварма пултарать. Халӗ ачасем те коронавируспа чирлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та пирӗн хамӑра тата хамӑрӑн ачасене, вакцинацисӗр пуҫне, хӳтӗлеме урӑх май ҫук.

Ҫын хӑйне ӑнланакан антипрививочник тесе шутлать пулсан – килте лартӑр, хӑйне те, ыттисене те хӑрушлӑх ан кӳтӗр! Эксперимент хакне вӑл кайран пӗлӗ!  

«МГ» информацийĕпе.

Руслан Султанов: «Хăвăр вакцинаци иртĕр тата вирусран ачăрсемпе тăванăрсене хÿтĕлĕр!»
Руслан Султанов: «Хăвăр вакцинаци иртĕр тата вирусран ачăрсемпе тăванăрсене хÿтĕлĕр!»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: