Ильзина Тухватуллина Ермолкин ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать.
Ҫамрӑк, хастар Ильзина Ахтямовна — ФАП заведующийӗ тата фельдшер —2019 ҫулхи июль уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫлет, медицина пункчĕ Ермолкинта, Петровкӑра тата Юманлăхра пурӑнакансене пулӑшса тӑрать.
Ильзина Пелепейри медицина колледжне пӗтернӗ. Йăлпăлактамакри шкула пĕтерсен Ильзина малалла ăçта вӗренме каяссине сӳтсе явман та, — медицинӑра пулассине мӗн ачаранах пӗлнӗ. Ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхса ҫитсен вӑл ҫине тӑрса ӗҫлени, ҫавӑн пекех ӗҫтешӗ — Римма Талгатовна Хисамиева пулӑшнӑ.
— Малтанхи вӑхӑтра йывӑрччӗ, чӑваш ялӗ пулнăран пушшех те йывӑрччӗ. Асаннесемпе асаттесенчен нумайӑшӗ тӑван чӗлхепе калаҫаççĕ-çке. Пуринчен ытла пӗччен чӗнни киле ҫӳресси пулчĕ, унтан та ытларах венăна укол тӑвасси хăрататчĕ. Опытлӑ коллектив мана чӑнласах йышӑнас ҫук тесе пӑшӑрханаттӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑнӑхса ҫитрӗм тата шанӑҫа тивӗҫлӗ пултӑм, — каласа парать Ильзина.
ФАПра ӗҫленисӗр пуҫне Ильзина район больницинче ӗҫлеме ĕлкĕрет.
— Коронавирус лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑннӑ май, тӗп район больницин прививка кабинетӗнче ӗҫлетӗп. Пациента пӑхса тухатӑп, даннӑйсене тултаратӑп, прививка тӑватӑп, — каласа парать Ильзина.
Ильзина ӗҫсемпе документсене йӗркене кӗртме тӑрӑшать, ӗҫ кабинетӗнче идеаллӑ хӑтлӑх тытать, лайӑх енсем — сан умӑнта чӑн-чӑн профессионал пулни курӑнать. Ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: медикӑн ĕç графикĕпе ҫемье мӗнле çыхăнать?
— Йăлпăлактамака килсен те манран тӑван-хурӑнташсем, кӳршӗсем, туссем пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем мана чи хаклине — хăйсен сывлӑхне шанаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне питӗ йывӑр пулма пултарать, ҫав тӗлӗшрен мана пӗрле ӗҫлекенсем те, тӑван-хурӑнташсем те пулӑшаҫҫӗ.
Ильзинăн "Земский доктор" программӑпа виҫӗ ҫул ӗҫлемелли юлчӗ, ҫак хушӑра хӗр ялта пурӑнакансене ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗ, хӑйӗн ӗҫне юратса пӑрахнă, малашне ӗҫ вырӑнне улӑштарма та шутламасть.
— Медицина профессине суйланӑшӑн эпӗ савӑнатӑп çеç. Ҫынсене, уйрӑмах ватă çынсене, пулӑшма килӗшет, мӗншӗн тесен нумайӑшӗн ачисем аякра, вĕсем пӗччен пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ вӗсемпе ларма, калаҫма, ӑнлантарса пама пултаратӑп. Аталанас, вӗренес, пӗлӗве лайӑхлатас тӗллевпе. Манӑн задача — тивӗҫлӗ специалист пулмалла, — каласа парать Ильзина.
Чун-чӗре вӑйне, халне, пĕлĕвне Ильзина юратнӑ ӗҫне нумай парать, çакăн вырăнне вăл пациентсем тав тунине, ĕçтешсен хисепне илет.
Карина ПАВЛОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Карина ПАВЛОВА.