Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
18 Ноябрӗн 2021, 18:16

Пушкӑртстанри вакцинаци пункчĕсене " Спутник Лайт" вакцинăн 19 пине яхӑн дози килнĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанри вакцинаци пункчĕсене " Спутник Лайт" вакцинăн 19 пине яхӑн  дози килнĕ
Пушкӑртстанри вакцинаци пункчĕсене " Спутник Лайт" вакцинăн 19 пине яхӑн дози килнĕ


Республикӑна "Спутник Лайт" вакцинӑн 18 600 дози килнӗ. Ҫак прививка Уфара хӑш пунктсенче пуррине пĕлме ятарласа хатӗрленӗ телеграм-бот пулăшнипе пĕлсе пулать. "Спутник Лайт" - пӗр компонентлă вакцина. Пӗр прививка ҫеҫ тумалла, иккӗ мар. Анчах та унччен ҫын "Спутник Лайт" вакцинăпа прививка тунă хыҫҫӑн тӳрех вакцинаци пирки сертификат илме пултарнӑ пулсан, халĕ вара QR-кода илес тесен 21 кун кĕтмелле .
Сӑмах май каласан, пӗтӗм тӗнчери Lancet медицина журналӗ Раҫҫейăн "Спутник Лайт" вакцини тухӑҫлӑ та хӑрушӑ мар тесе йышӑннӑ тата унпа ревакцинаци валли усӑ курма сӗннӗ.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе кӗрешекен регионăн оперативлă штабӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Пушкӑртстана COVID-19 2 330 558 доза вакцина килнӗ. Пӗрремӗш компонентпа вакцинациленӗ - 1 839 591 ҫын ( вакцинаци тумалли ҫынсенчен 74%). Икӗ прививкине те 1 549 469 ҫын (вакцинацилемелли çынсенчен 62,4%) тунӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри вакцинаци пункчĕсене " Спутник Лайт" вакцинăн 19 пине яхӑн  дози килнĕ
Пушкӑртстанри вакцинаци пункчĕсене " Спутник Лайт" вакцинăн 19 пине яхӑн дози килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: