Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
23 Декабрӗн 2021, 16:41

Хабиров Пушкӑртстан медикӗсене: эпӗ сирӗнпе разведкӑна кайнӑ пулӑттӑм

"Эпӗ сире хамӑр республикăра пурӑнакансен ячӗпе тав тума хӑюлӑх илӗп", — тенӗ Радий Хабиров

Хабиров Пушкӑртстан медикӗсене: эпӗ сирӗнпе разведкӑна кайнӑ пулӑттӑм
Хабиров Пушкӑртстан медикӗсене: эпӗ сирӗнпе разведкӑна кайнӑ пулӑттӑм

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче иртнӗ "Здравчасĕнче" медицина ӗҫченӗсене пурне те ҫак икӗ кӑткӑс пӑтӑрмах ҫулсенче ӗҫленӗшӗн тав тунă. "Эсир пулман пулсан – чылай япӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Эпир ҫынсене те ытларах ҫухатнӑ пулӑттӑмӑр тата коронавирус инфекцийӗ ҫав тери хытӑ ҫапнине чӑтайман пулӑттӑмӑр. Эпӗ сирӗнпе разведкӑна кайнӑ пулӑттӑм, пуласлӑх ҫине шанчӑклӑн пӑхатӑп, тем пек хӑратсан та, тем пек чӗнсен те. Пире ҫӑмӑлах мар вӑхӑт кӗтнине эпир ӑнланатпӑр, анчах та эпир пуринпе те кӗрешме вӗрентӗмӗр.

Чи кирли вӑл — пӗрле пулни. Тепӗр хут тавтапуҫ сире. Эпӗ сире хамӑр республикăра пурӑнакансен ячӗпе тав тума хӑюлӑх илӗп", — тенӗ Радий Хабиров. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне модернизацилени, ӑна малалла аталантарни тӗп ыйту шутланать.

«Башинформ» информацийĕпе.

Хабиров Пушкӑртстан медикӗсене: эпӗ сирӗнпе разведкӑна кайнӑ пулӑттӑм
Хабиров Пушкӑртстан медикӗсене: эпӗ сирӗнпе разведкӑна кайнӑ пулӑттӑм
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: