

Пишпӳлек районӗнчи тӗп больницӑра Мансур Мазгарович Насрыев ĕмĕрĕ тăршшĕпе врач-фтизиатр пулса ӗҫлет. Медицинӑра чылай чӑрмавлӑ çул-йĕр суйласа илнӗ вăл - туберкулезпа кӗрешесси.
—Пӗрремӗш опыт Мелевĕс-Мускаври ФАПче илтӗм, унтан салтака илсе кайрĕç. Медицина институтне вӗренме кӗтӗм, унтан вара тӑван ҫӗршыва таврăнтăм. Фтизиатр пулса кӑштах çеç вӑй хутӑм, унтан райком Санэпидемстанцин тӗп врачне суйласа лартрĕ, унта 25 ҫул ӗҫлерĕм. Реорганизаци тунă хыҫҫӑн Пелепей, Альшей, Мияки, Ермекей, Пишпӳлек районӗсен территори санэпидемстанцин тӗп врачне ҫирӗплетрĕç, унта 10 ҫул вӑй хутӑм. Мана больницăна, ҫамрӑк кадрсем киличчен, фтизиатр пулса ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Савӑнсах ӗҫлетӗп, район ырлӑхӗшӗн, — каласа парать Мансур Мазгарович.
Савӑнăçĕпе те, хурлăхĕпе те Мансур Мазгарович ҫемье патне пынă, унта ăна мӑшӑрĕпе икӗ хӗрĕ, шӑписене медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑскерсем, ывӑлӗ кĕтсе тăраççĕ. Аслӑ хӗрĕ Алсу — республикăн клиника туберкулез диспансерĕн эпидеми уйрăмĕн заведующийӗ, Альфия - Уфари 18-мĕш поликлиникинчи рентгенолог, ывӑлӗ Мускавра Роснефтьре ӗҫлет.
- Ача çуралсан эпĕ хамшăн та, арăмшăн та дежурит тăваттăм. Уйăхне сакăршар кун дежурство лекетчĕ. Уяв кунĕсенче те ĕçе чĕнтереççĕ, халĕ ку чухнехи технологисене алла илетпĕр, çавăнпа та инçетрен те консультацилетĕп, - вĕçлет Мансур Насрыев.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: интернетран.