Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Медицина
6 Кӑрлач 2022, 11:54

Раҫҫейре ҫитес виҫӗ ҫула тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн программине ҫирӗплетнӗ

Пӗтӗмӗшле илсен, унчченхи пекех, граждансем пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн полисӗпе, ҫав шутра пысӑк технологиллӗ тата специализациленӗ, тӳлевсӗр пулӑшу илĕç.

Раҫҫейре ҫитес виҫӗ ҫула тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн программине ҫирӗплетнӗ
Раҫҫейре ҫитес виҫӗ ҫула тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн программине ҫирӗплетнӗ

Раҫҫейре граждансене медицина пулӑшӑвӗн тӳлевсӗр гарантийӗсен программине ҫирӗплетнӗ, 2022 ҫулта тата планпа пӑхнӑ 2023 тата 2024 ҫулсенчи тапхӑрта. Ҫак постановление Правительство председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Раҫҫей правительствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ программӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн ӗҫ уйрӑмлӑхӗсене коронавирус инфекцийӗ сарӑлнӑ условисене шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра больницӑпа поликлиникӑсем ҫине тиекен нагрузка ӳссен те пациентсем сиплемелли япаласемпе кирлӗ таран усă курмалла.
Тарӑнрах диспансеризаци ирттерме медицина организацийӗсен тӑкакӗсене тавăрса пама укҫа-тенкӗ уйӑрассине палӑртнӑ. 2021 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫавнашкал тӗпчеве коронавируспа чирлесе ирттернĕ граждансене йыхравлаҫҫӗ. Вӑл май килнӗ кӑткӑслӑхсене тупса тухтӑрсен рекомендацийӗсене илме тата вӑхӑтра сиплеме пулӑшать.
Унсӑр пуҫне программӑна сипленмелли хаклӑ меслетсемпе, ҫав шутра чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗпе те, усӑ курса пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн переченьне кӗртнӗ.
Ҫавӑн пекех программӑна инсультпа чирлекен пациентсене сиплеме пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн хушма тӗсӗсене хушса панӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, унчченхи пекех, граждансем пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн полисӗпе, ҫав шутра пысӑк технологиллӗ тата специализациленӗ, тӳлевсӗр пулӑшу илĕç.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Раҫҫейре ҫитес виҫӗ ҫула тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн программине ҫирӗплетнӗ
Раҫҫейре ҫитес виҫӗ ҫула тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн программине ҫирӗплетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: