

Пушкăртстан 10 пин инфекци койки оперативлӑ салатма пултарать. Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Россия 24" телеканал эфирӗнче интервью ирттернӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ.
COVID-19па чирлисене госпитализацилесси ҫинчен корреспондент ыйтӑвне хуравланӑ май Радий Хабиров республикӑра госпитализациленӗ ҫынсен шучӗ пысӑках маррине палӑртнă.
"Халӗ пирӗн пин ҫурӑ койка уҫӑлнӑ, вĕсенчен пинĕшне йышăннă. Урӑхла каласан, пирӗн тата 500 койка пушă, пӗлтӗр коронавирус инфекцийĕ вăйлă сарăлнă вӑхӑтра 8,5 пин койка йĕркеленĕччĕ, потенциалӗ вара — 10 пин койка. Ку енчи кӑтартупа эпир лӑпкӑ", - асӑрхаттарнă регион ертӳҫи.
Пушкăртстанра коронавируса хирӗҫ вакцинаци тăвассин кӑтартӑвӗсем ҫителӗклӗ, тесе шутлать Республика Пуҫлӑхӗ .
"Башинформ" информацийĕпе.