+3 °С
Уҫҫӑнах
Январĕн 31-мӗшӗнчен пуҫласа Пушкӑртстанри поликлиникăсем ӗҫ йӗрки 7:30 пуҫласа 22:00 сехетчен ĕçлемелли режима куҫаҫҫӗ. Кун ҫинчен кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче COVID-19 сарӑлма паман оперштаб ларӑвӗнче каласа кӑтартрӗҫ.
Поликлиникӑри ПЦР-теста 19:30 таран пама пулать. Регионти Сывлăх сыхлав министерствипе Роспотребнадзорне пӑхӑнса тӑракан лабораторисем талăкĕпех ӗҫлӗҫ.
Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫи Максим Забелин каланӑ тӑрӑх, лабораторири анализсем валли медтĕслехсем илсе пыни лабораторире тӗпчев результачӗсем ҫинчен пациентсене оперативлӑн пӗлтермешкӗн талӑкра пӗрре пулнă, малашне виҫӗ хутчен ӳсет.
«МГ» информацийĕпе.