Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
1 Нарӑсӑн 2022, 13:16

Артур Зарипов: «Тавтапуҫ сире, хаклӑ медработниксем!»

Район администраци пуçлăхе Артур Зарипов ирхине-ирех больницăра пулса, мĕн курни пирки социаллă сетьри страницинче каласа парать.  

— Сӑмах панӑ пекех, паян поликлиника ӗҫ режимӗ ҫине — 7.30 сехетрен пуҫласа 22.00 сехетчен — куçнине тĕрĕслерĕм. Эпӗ килнӗ вӑхӑтра — 7.35-рен пуҫласа пирӗн районти тĕп больница ӗҫне пуçланăччĕ, — çырать Артур Мухлисович.

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх:

 - анализсене йышӑнмалли кабинет 7.00 сехетрен ӗҫлет. Ку кабинетри анализсене Октябрьскине кайма 10.00 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Унтан кун тăршшĕнче ҫав кабинетрах врачсем çирĕплетнĕ анализсем пама пулать. Ĕç кунĕ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ анализсем памалла пулсан, применăй покойра йышӑнаҫҫӗ. Урӑхла каласан, анализсене талӑкӗпех пама пулать.

- инфекци уйрӑмӗ паян ҫӗнӗ графикпа ӗҫлеме пуҫларӗ — 7.30 сехетрен. Никам та кун пек ир килес ҫук, тесе шухӑшларӑм. Йӑнӑшнӑ иккен. Пӗрремӗш пациент Пишпÿлек çынни 7.45 сехетре йышӑнăва килнӗ, вӑл каланӑ тӑрӑх, 3 кун ӗнтӗ температура çÿллĕ пулни пирки ӳпкелешет.

 Тухтӑр ПЦР анализӗсем илсе, чирлӗ ҫынна та пӑхма пуҫлать.

Поликлиникӑн ача-пăча отделенийĕ ирхи 7.30 сехетре хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ. Пӗчӗк пациентсем пырса ҫӳренӗ самантсем пулманччӗ-ха паян ку вăхăтра. Анчах врачсем ытларах та ытларах пĕчĕк пациентсем килнине палӑртаҫҫӗ.

Приемнӑй покой пÿлĕмне кайса унта ӗҫлекенсемпе калаҫса пӑхрӑм. Акӑ кама лекет-тĕк, лекет. Каҫхи смена хыҫҫӑн — сĕткенне кăларса пĕтернĕ лимон пек. Анчах нимех те мар, шӳт тума тата калаҫма вӑй тупаҫҫӗ-ха. Сменӑра пӗтӗм районӗпе 26 хут тухнӑ. Пелепее виҫӗ хут кайса килнĕ, чирлисене леçнĕ. Районти васкавлӑ пулӑшу машини ҫеҫ пер сменăра 200 ҫухрӑма яхӑн иртнĕ.

Р.S. Пирӗн хаклӑ медицина ӗҫченӗсем, Турӑ сире пурне те сывлӑх патӑр!

Паян пирӗн тухтӑрсене тем чухлӗ ятлама, вӗсене пуриншӗн те, хамӑр инкексемшӗн те, хамар мар инкексемшĕн те айӑплама пулать. Анчах та вӗсем паян хӑйсем мӗн тума пултарнипе пултарайманнине тума тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫсене, пирӗн ачасен, тӑвансен тата ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑвараҫҫӗ. Тавтапуҫ сире хаклӑ медработниксем! Пурне те, врачран пуҫласа техперсонал таранччен, васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсене, водительсемпе медсестрасене, пурне те! Пӗрле чире ҫӗнтеретпӗрех!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зарипов.

Артур Зарипов: «Тавтапуҫ сире, хаклӑ медработниксем!»
Артур Зарипов: «Тавтапуҫ сире, хаклӑ медработниксем!»
Артур Зарипов: «Тавтапуҫ сире, хаклӑ медработниксем!»
Артур Зарипов: «Тавтапуҫ сире, хаклӑ медработниксем!»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: