Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
2 Нарӑсӑн 2022, 09:55

Çул çитменнисене вакцинаци тăвасси пирки

Районти брифингра çул çитмен ачасене вакцинаци тума кирли пирки калаçнă.  

Çул çитменнисене вакцинаци тăвасси пирки
Çул çитменнисене вакцинаци тăвасси пирки

Ĕнер, февралĕн 1-мĕшĕнче, коронавируса хирĕç тăрассипе ĕçлекен штаб кашни эрнере ирттерекен брифингра çул çитмен ачасене вакцинаци тăвасси пирки ыйтусене хуравланă.

Брифинга район администраци пуçлахĕн социалла ыйтусемпе тата кадр телешпе ĕслекен çумĕ Алексей Данилов, районти верентÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Данилова, районти тĕп больницăри педиатр Элина Чурсина хутшăннă.

Районти тĕп больницăри ача-пăча педиатри уйрăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе 17 ача вакцинаци иртнĕ. Ачасем пурте ашшӗ-амӑшӗсем килӗшнипе тата хăйсем килӗшнипе прививка тунă. Нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук, штатлӑ режимра иртнĕ, района хальлĕхе 30 доза килнӗ. Ҫапла вара вакцинӑланас текенсене пурне те ача-пӑча педиатри уйрӑмӗн прививка кабинетӗнче кӗтеҫҫӗ. Вакцина пур.

Ачасене вакцинаци хальлӗхе районти тĕп больницăра кăна тăваççĕ, малашне вӗренӳ заведенийӗсенче те вакцинаци ирттерме палӑртнӑ. Вакцинацие кулленхи кунсенче 9.00 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен ача-пӑча педиатри уйрӑмӗн прививка кабинетӗнче иртме пулать, мӗнпур ыйтупа 2-11-60 номерпе шăнкăравлӑр.

Карина ПАВЛОВА хатĕрленĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Çул çитменнисене вакцинаци тăвасси пирки
Çул çитменнисене вакцинаци тăвасси пирки
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: