Хуласемпе районсенче пурӑнакансем, ҫав шутра Пишпÿлек районĕнче те, ПЦР-тестсен кӑтартӑвӗсене эрнерен ытла кӗтме тивнишӗн массӑллӑ ӳпкелешеҫҫӗ.
"Эпир сывалтӑмӑр ӗнтӗ... ПЦР результачӗсем хаман та ҫук", "эпир те чирлетпӗр, анчах ПЦР результачӗ ҫук-ха", — ҫакӑн пек каланине час-часах илтме пулать.
Пушкӑртстан Сывлăх сыхлав министерствинче калаҫура UFA1.RU халӗ коронавирус чир-чӗрĕ ернисен шучĕ хӑвӑрт ӳссе пынине пула поликлиникӑра калама ҫук пысӑк нагрузка тивнине ӑнлантарса пачӗҫ. Анчах, ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсем ПЦР-тест илмелли срока кӗскетес тесе пурне те тума тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, мазок парас вӑхӑт пысӑкланнӑ — 07.30—19.30 таран, унччен 08.00 сехетрен панӑ.
— Январĕн 31-мӗшӗнчен пуҫласа лабораторие поликлиникӑран биоматериал талӑкра 3—4 хут, малтанхи пекех 1 хут мар, ӑсатма тытӑннӑ. Лабораторисене талӑкӗпех ӗҫ режимӗ ҫине куҫарнӑ, анчах та пуҫтаракан анализсен йышӗ нумайран ку тӗлӗшпе хӑватсем ҫитмеҫҫӗ, вӗсене чарса тӑма та пултараҫҫӗ. Мерӑсем йышӑннисем медицина пулӑшӑвне кӗтмелли срока кӗскетме тата анализсен результачӗсене хăвăртрах илме май парасса шанатпӑр, — каласа пачӗҫ Министерствӑра.
Ҫапла вара, хисеплӗ вулакансем, тухтӑрсен рекомендацийӗсене тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр тата пурнӑҫлатпӑр! Сывӑ пулӑр, ан чирлӗр!
МИХ информацийĕпе.