Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
4 Нарӑсӑн 2022, 20:50

Нефтекамскра сӑмсара шӑтнӑ шӑла сиплемелли операци ирттернĕ

Пациенткӑна килне амбулаторинче сипленме янă ӗнтӗ.

Нефтекамск хулинчи больницӑра 56 ҫулхи хӗрарӑмăн сӑмса хӗвӗнче ӳссе ларнӑ шӑл татăкне кӑларса илнĕ, пӗлтернӗ Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-службинче.
Пациентка пуҫ ыратни, ҫавӑн пекех куҫ ыратни, сӑмсаран шĕвек юхни тата хупланса ларни пирки ӳпкелешсе больницӑна килнĕ.
Операцие Нефтекамск больницин оториноларингологӗ Азамат Багаутдинов ирттернĕ.
Пациенткӑна килне амбулаторинче сипленме янă ӗнтӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-службин страницинчен.

Нефтекамскра сӑмсара шӑтнӑ шӑла сиплемелли операци ирттернĕ
Нефтекамскра сӑмсара шӑтнӑ шӑла сиплемелли операци ирттернĕ
Нефтекамскра сӑмсара шӑтнӑ шӑла сиплемелли операци ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: