Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
7 Нарӑсӑн 2022, 20:10

Февралӗн 6-мӗшӗнчен пӗтӗм Раҫҫейри шкулсемпе ача сачӗсенче коронавирус сарăлассинчен карантина пăрахăçлаççĕ

Ҫапла вара февралӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа COVID-19 дистанци вӗрентӗвӗнче е контактлӑ ачасем офлайн-форматра занятисем пуçлама пултараҫҫӗ.

Роспотребнадзор пĕлтернине тĕпе хурса, Интерфакс пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача сачӗсенчи классем, 20 процентран кая мар чирленисем, дистанци форматне каймӗҫ.
Февралӗн 6-мӗшӗнчен вăя кĕрекен Раҫҫей тĕп патшалӑх санитари врачӗн ҫӗнӗ постановленийӗпе ача сачӗн, класăн е пӗтӗм вӗренӳ организацийӗн ушкӑнӗсенче 20 процент тата нумайрах ача-пӑча коллективра чирлет пулсан çеç дистанци режимне куҫармалла, пӗлтерчӗҫ Роспотребнадзор пресс-службинче.
Ведомствӑра улшӑнусем омикрон штамм уйрӑмлӑхӗсемпе ҫыхӑнса тӑнине, чир нумайрах респираторла инфекци пек иртнине палӑртнă. Çавăн пек карантина ярас практика коллективра 20 процент тата ытларах ача ОРВИпе тата гриппа чирленĕ чухне усӑ курнӑ.
Ҫапла вара февралӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа COVID-19 дистанци вӗрентӗвӗнче е контактлӑ ачасем офлайн-форматра занятисем пуçлама пултараҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Февралӗн 6-мӗшӗнчен  пӗтӗм Раҫҫейри шкулсемпе ача сачӗсенче коронавирус сарăлассинчен карантина пăрахăçлаççĕ
Февралӗн 6-мӗшӗнчен пӗтӗм Раҫҫейри шкулсемпе ача сачӗсенче коронавирус сарăлассинчен карантина пăрахăçлаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: