Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
7 Нарӑсӑн 2022, 21:03

Пушкӑртстан COVID-19 пиллӗкмӗш хумĕн вĕçне ҫитеймен-ха

Ҫул çитмен ачасем хушшинче коронавирусран 2220 ҫын прививка тунӑ.

Пушкӑртстан COVID-19  пиллӗкмӗш хумĕн вĕçне ҫитеймен-ха
Пушкӑртстан COVID-19 пиллӗкмӗш хумĕн вĕçне ҫитеймен-ха

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республика ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сарӑлнӑ пиллӗкмӗш хумӑн вĕçне ҫитмен-ха, тенӗ. ПР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин патшалăхăн оперативлӑ канашлăвĕнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑк хушшинче регионта COVID-19па чирленине пĕлтерекен ПЦР-тест 2 103 ҫын илнӗ. Ҫапла вара çĕнĕ инфекципе чирлекенсен шучĕ 143 377 ҫынна ҫитнӗ.
Амбулатори сиплевӗнче 13 840 пациент, 285 — стационарта, 32 йывӑр лару-тӑрура.
Ҫавӑн пекех республикӑра вакцинаци малалла пырать. Пӗрремӗш компонентне 2 392 331 ҫын, 2 229 856 — иккӗмӗш компонента илнĕ. Ҫул çитмен ачасем хушшинче коронавирусран 2220 ҫын прививка тунӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" архивĕнчен.

Пушкӑртстан COVID-19  пиллӗкмӗш хумĕн вĕçне ҫитеймен-ха
Пушкӑртстан COVID-19 пиллӗкмӗш хумĕн вĕçне ҫитеймен-ха
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: