Ковид стационарӗсенче ӗҫлекен медиксен шучӗпе, Раççей СOVID-19 плато çине тухмалли ҫул çинчен медицина наукисен тухтăрĕ, врач-инфекционист Николай Малышев Sputnik радиона интервью панă чухне каласа панӑ.
Раҫҫей регионӗсенче чир-чӗр хальлӗхе пысӑк, лару-тӑрӑва ҫирӗплетме вӑхӑт кирлӗ, - палӑртнă вӑл. Инфекционист каланӑ тӑрӑх, COVID-19 чĕрĕлсе больницăран тухакан ҫынсен шучӗ кӑшт ӳсме пуҫланӑ, анчах хальлӗхе платона çитме инҫе-ха. Плато вӑл - талӑк хушшинче мӗн чухлӗ чирлекен çын, чĕрĕлекенни те ҫавӑн чухлӗ пулни. Унтан чĕрĕлсе тухаканнисен шучӗ чирлисен йышӗнчен пысӑкрах пулма тытӑнать.
Сывлăх сыхлавĕн тата ковид стационарĕнче ӗҫлекен медиксемшӗн тата тепӗр ен пур - пӗр кун хушшинче госпитализациленисен тата больницӑсенчен чĕрĕлсе тухнисен шучӗ - малалла каланă вӑл. Ку кӑтартусен пӗрпеклӗхӗ плато ҫине тухмалли объективлӑ свидетельство пулса тӑрӗ.
Малышев Раççей виçĕ эрнерен COVID-19 плато ҫине тухма пултарать, тесе шутлать.
"МГ" информацийĕпе.