Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
16 Нарӑсӑн 2022, 21:07

Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствинче COVID-19 эмел пуххи мӗншӗн тĕрлĕ пулнине ăнлантарса панӑ

Чирлисене сыватма тӳлевсӗр эмел пуххин тытăмĕ патологирен килет.

Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствинче  COVID-19 эмел пуххи мӗншӗн тĕрлĕ пулнине ăнлантарса панӑ
Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствинче COVID-19 эмел пуххи мӗншӗн тĕрлĕ пулнине ăнлантарса панӑ


Чирлисене сыватма тӳлевсӗр эмел пуххин тытăмĕ патологирен килет. Кун ҫинчен Пушкӑртстан Сывлăх сыхлав министерствин брифингӗнче ведомство пуҫлӑхӗ Максим Забелин пӗлтернӗ.
"Суту-илӳ тăвакансене кура эмел ячӗсене улӑштарма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫакӑ медикаментсене кама панинчен те килет аслӑраххисене е ачасене, врач патологи тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине суйласа илнинчен те килет", - тенӗ Забелин.
Перечене пациентсене килте сиплемелли рекомендацисене шута илеҫҫӗ.
"Пациент кая юлса чирленӗ, хӑйне хӑех сипленĕ, е коронавируса вӑл симптомсӑр тӳссе ирттернӗ чухне тухтӑр вируса хирӗҫ препаратсем кӑна пама пултарать, вара пухăра температурӑна чакармалли эмелсем пулмӗҫ. Ҫав антикоагулянтсем пурне те кирлӗ мар", - тенӗ Забелин.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствинче  COVID-19 эмел пуххи мӗншӗн тĕрлĕ пулнине ăнлантарса панӑ
Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствинче COVID-19 эмел пуххи мӗншӗн тĕрлĕ пулнине ăнлантарса панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: