Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
21 Нарӑсӑн 2022, 12:59

Пишпÿлекри хушма вакцинаци пункчĕ кирлĕ-и?

Юлашки вӑхӑтра пунктӑн пациенчӗсен шучӗ самаях чакнӑ, ҫавӑнпа та вакцинацилеме эрнере пӗр кун кӑна — кӗҫнерникун ҫеҫ хӑварма шут тытнӑ.  

Пишпÿлекри хушма вакцинаци пункчĕ кирлĕ-и?
Пишпÿлекри хушма вакцинаци пункчĕ кирлĕ-и?

Ваттисем валли вакцинаци пункчӗ Пишпÿлекри "Парус" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексӗн ҫуртӗнче ĕçлеме пуçланăранпа виҫӗ уйӑх çитрĕ. Вӑл шанăçа тӳрре кӑларать-и? Ҫак тӗллевпе эпӗ иртнӗ кӗҫнерникун вакцинаци пунктӗнче пултӑм, унта пациентсене йышӑнмалли черетлӗ кун иртрӗ. Паян кунта 14 ӗҫ ветеранӗ пулни палӑрчӗ. Пишпÿлекри Николаев мӑшӑрсем район больницин фельдшерӗ Ольга Николаевна Павлова прививка тунă 270-мĕш ҫын пулчӗҫ. Медицина ĕçченĕпе калаҫнӑ май район центрӗнче пурӑнакансем кӑна мар, районти халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенчен те шӑпах ҫак пунктра вакцинаципе ревакцинаци тума суйланине пӗлме май килчӗ. Кунне чи пысӑк йыш 30 ҫын вакцинациленӗ!

Юлашки вӑхӑтра пунктӑн пациенчӗсен шучӗ самаях чакнӑ, ҫавӑнпа та вакцинацилеме эрнере пӗр кун кӑна — кӗҫнерникун ҫеҫ хӑварма шут тытнӑ. Ҫак пунктра ватӑсем вакцинацилеме мĕншĕн суйласа илнĕ-ши? Чи малтан вӗсемшӗн хӑрушсӑрлӑх ыйтăвĕ тăрать, ҫынсен пысӑк ушкӑн пулманни палăртрĕç. Иккӗмӗшӗнчен, меллӗ пулни — вӑхӑт кӑтартнипе малтанах ҫырăнни. "Единая Россия" парти уйӑрса тӑракан тонометрпа медицина наборӗсене выляса илме май пурри те ветерансемшӗн илӗртӳллӗ самант шутланать. Ватӑ ҫынсем ФОК ӗҫченӗсем вĕсене ӑшшăн йышăннине те палӑртаҫҫӗ, дежурствӑра тӑракан волонтерсем тӑрӑшнипе вӗри чей ӗҫме пулни. Канма та, вакцина илнĕ хыҫҫӑн палӑртнӑ вӑхӑт меллĕ ларма та май пур.

Елена АНДРЕЕВА,

Пишпÿлек ялĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пишпÿлекри хушма вакцинаци пункчĕ кирлĕ-и?
Пишпÿлекри хушма вакцинаци пункчĕ кирлĕ-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: