Больницӑсемпе поликлиникӑсем, ОМС системипе ӗҫлекенскерсем, медицина изделийӗсемпе эмел препарачӗсене ҫулталӑклӑх запаспа туянма пултараҫҫӗ. Постановление РФ Правительствин премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Ҫакна укҫа-тенкӗ авансированине ÿстерни май панӑ.
Ҫӗршыв правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, больницӑсене тата поликлиникӑна уйӑхсерен авансламалли виҫе медицина учрежденийӗ валли кӑҫалхи ҫул валли пӑхса хӑварнӑ 1/12 суммӑран иртме пултарайман. Халӗ ҫак уйӑхра лимита ҫулталӑкри финанс шайӗнче палӑртнӑ, ҫакӑ Раҫҫее хирĕç хӗвеланӑҫ санкцийӗсен условийӗсенче медицина организацийӗсен ҫирӗплӗхне тивӗҫтерме май парать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" архивĕнчен.