Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
1 Апрелӗн 2022, 17:44

Донор —- чун ырлӑхӗ

Пишпÿлекри Ирина Давлетшина районти Хисеплĕ донорсенчен пĕри.  

Донор —- чун ырлӑхӗ
Донор —- чун ырлӑхӗ

Кашни ҫын 18 ҫултанпах юн пама пултарать. Ҫул чиккине палӑртман: эсир сывлăхлă пулсан 70 ҫулта та донор пулма юрать. 30—40-шер ҫул юн паракансем те пур, ҫӗршер литр панисем те пур. Хисеплӗ донор пулас тесен юн 40 хут кая мар памалла. Юна кашни икӗ уйӑхран 400 мл калӑпӑшпа пама юрать, пирӗн районтан ҫывӑхри станци Октябрьскинче вырнаçнă. Районти тӗп больницӑра чрезвычайлӑ лару-тӑру валли чи нумай усă куракан юн ушкӑнĕсемпе тӗрлӗ плазмӑсен запасӗ упранать.

Пишпÿлек районӗнче 21 Хисеплӗ донор. Вӗсем ахаль рабочисемпе служащисем, пурнӑҫри тӗрлӗ шăпаллă ҫыннисем. Анчах вӗсен кӑмӑл-туйӑмĕн пӗр пек енсем пур — ҫын ыратнине туйма, ăна пулăшма хатĕр тăраççĕ вĕсем.

Ирина Давлетшина — районти тӗп больницӑн ача-пӑча стоматологӗ, Хисеплӗ донорсенчен пӗри. Тӑхӑр ҫул хушши Ирина Амирхановна ҫынсене пулӑшать. Доноршӑн юн парасси пӗрре те дискомфорт паман. Вӑл ку организмшӑн лайӑх, сывлӑхшӑн усӑллӑ тесе шутлать. Донацисен шучӗпе врач хӑй валли планка лартмасть, анчах ҫулӗпе сывлӑхӗ ирӗк панӑ чухне донор пулатăп, тет. Ҫемье ӑна ҫак ӗнĕпе пулӑшать, ырлать.

— 2013 ҫулта, пирӗн больницӑн черчен хӗрӗсем юн панине курсан, пирвайхи хут юн пама шут тытрӑм. Шӑпах ман юн такамӑн пурнӑҫне ҫӑласса ӗненетӗп. Шӑмӑ пуҫ мимин донорӗ пуласшӑнччӗ, шел пулин те, ÿсĕм чиккипе иртмерӗ, — каласа парать Ирина Амирхановна.

Донорство — палламан ҫынна хӑйӗн юнне парнелемелли май. Чи лайӑх шухӑш-кӑмӑлпа юн панӑ ҫынсем умӗнче пуҫ таяс пулать. Пирӗн хаяр ӗмӗрте вӑл тивӗҫлӗ ӗҫ.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Донор —- чун ырлӑхӗ
Донор —- чун ырлӑхӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: