Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
18 Майӑн 2022, 20:53

Пушкӑрт ҫыннисене пациентпа медорганизаци ҫыхӑнӑвӗн ҫӗнӗ каналӗ ҫинчен каласа панă

"Здравчатсем" Пушкӑртстанри мӗнпур хуласемпе ялсене ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Пушкӑрт ҫыннисене пациентпа медорганизаци ҫыхӑнӑвӗн ҫӗнӗ каналӗ ҫинчен  каласа панă
Пушкӑрт ҫыннисене пациентпа медорганизаци ҫыхӑнӑвӗн ҫӗнӗ каналӗ ҫинчен каласа панă

Пушкӑртстанри мессенджерти "Телеграмм" медицина чачӗсене йӗркелесси ҫинчен майӑн 17-мӗшӗнче регион Министерствин профилактика тата регионта коронавирус инфекцийӗ сарӑлма юраманнине палӑртакан брифингра каласа кӑтартнӑ.
Чатсене федераци "ЗдравКонтроль" проекчӗн шайӗнче йӗркеленӗ. Мессенджерта пурӑнакансем медицина пулӑшӑвӗпе ыйтусем пама пултараҫҫӗ. Медорганизаци представителӗ икӗ сехет хушшинче хурав парӗ. Анчах сиплев тӗллевне тата медицина канашĕсене чатра илме юрамасть. Проекта халӑх валли медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата усӑ курма пултарулӑхне ӳстерме тунӑ.
"Здравчатсем" Пушкӑртстанри мӗнпур хуласемпе ялсене ҫавӑрса илеҫҫӗ, 8:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен ӗҫлеҫҫӗ. Чатсем ҫинчен калакан информаци Сывлӑх министерствипе медорганизацисен сайчӗсенче те пур.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑрт ҫыннисене пациентпа медорганизаци ҫыхӑнӑвӗн ҫӗнӗ каналӗ ҫинчен  каласа панă
Пушкӑрт ҫыннисене пациентпа медорганизаци ҫыхӑнӑвӗн ҫӗнӗ каналӗ ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: