0 °С
Пӗлӗтлӗ
Регионсене тӳлевсӗр эмелсем, медицина изделийӗсем тата граждансене сиплемелли апат-ҫимӗҫ валли ҫӑмӑллӑхлӑ категорисем пама федераци бюджетӗнчен хушма 2,9 миллиард ытла тенкӗ яраҫҫӗ. Тивӗҫлӗ распоряжени ҫине правительство председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, Пушкӑрт ҫак тӗллевсем валли 60,3 млн ытла тенкӗ илӗ. Федераци бюджетӗнче ҫӑмӑллӑх паракан тӳлевсӗр эмелсем валли пурӗ 2022 ҫулта 40,7 миллиард ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.