Çутă çул
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
13 Июлӗн 2022, 19:29

РДКБ тата Республикӑри ача ҫурчӗ Раҫҫей конкурсӗн дипломанчӗсем пулса тӑнӑ

Пурӗ 2021 ҫулхи конкурса пӗтӗм Раҫҫейрен 500 заявка янӑ.

РДКБ тата Республикӑри ача ҫурчӗ Раҫҫей конкурсӗн дипломанчӗсем пулса тӑнӑ
РДКБ тата Республикӑри ача ҫурчӗ Раҫҫей конкурсӗн дипломанчӗсем пулса тӑнӑ

2021 ҫулхи пахалӑх енӗпе РФ правительствин премийӗсене илмелли конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑри ача-пӑча клиникипе ача çурчӗ дипломантсен ятне (иккӗмӗш малти вырӑн) илнӗ.
РФ правительствин премийӗсене илмелли Конкурс - патшалӑх шайӗнчи чи сумлӑ та кӑткӑс премисенчен пӗри.
Пурӗ 2021 ҫулхи конкурса пӗтӗм Раҫҫейрен 500 заявка янӑ. Куҫа-куҫӑн тӗрӗслемелли финал тапхӑра 50 яхӑн организаци ҫитнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене ҫӗршывӑн аслӑ ертӳлӗхӗн представителӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура наградӑлаҫҫӗ. Лауреатсене – РФ правительствин ертÿçи, дипломантсене – РФ промышленоçпа суту-илÿ министерствин ертÿçисем тата Росстандарт.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерстви.

РДКБ тата Республикӑри ача ҫурчӗ Раҫҫей конкурсӗн дипломанчӗсем пулса тӑнӑ
РДКБ тата Республикӑри ача ҫурчӗ Раҫҫей конкурсӗн дипломанчӗсем пулса тӑнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: