Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
20 Июлӗн 2022, 13:05

Диспансеризаци: кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тата хăвăн сывлăхушăн

Пишпÿлек районĕнче çитĕннисен диспансеризацийĕ малалла пырать.  

Диспансеризаци: кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тата хăвăн сывлăхушăн
Диспансеризаци: кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тата хăвăн сывлăхушăн

Диспансеризаци — профилактика медосмотрӗ. Вӑл тӗрлӗ чирсен паллисене асӑрхаттарас тата вӑхӑтра тупса палӑртас тӗллевпе иртет, ун ҫинчен ҫынсем чухламасса та е асӑрхамасса та пултараҫҫӗ. Анализсене парса диспансеризаци иртме тӗрӗслевсене пӑхса тухма сăлтавсем, сывлăх пирки жалобӑсем, чир паллӑсем кирлӗ мар. Паян Пишпÿлек районӗнче диспансеризаци 3308 ҫын иртнĕ, тарӑнлатнӑ диспансеризаци тума — 968 ҫын иртнӗ. Диспансеризаци планӗ тӑрӑх пурӗ 5536 ҫын иртмелле, тарӑн диспансеризацие — 1576. Районти тӗп больницӑн медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗн заведующийӗ Эльнара Миниахметова медицина тӗрӗслевне мӗнле иртмелли ҫинчен каласа пачӗ.

— Нумайӑшӗ, уйрӑмах ҫамрӑк ҫынсем, хăйсене сывах тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫын ҫамрӑкланса, сывалса пымасть. Уйрӑммӑнах вӑл сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса тӑмасть пулсан. Диспансеризаци малтанхи вӑхӑтра ӑнӑҫлӑн сывалма паракан, пациентсене час-часах йывӑрлӑха, инвалид пулассинчен, кинет вилессинчен пулӑшакан патологисенчен чылайӑшне тупса палӑртма май парать. Вӑрах инфекци маар чирӗсем (усал чирсем, сахӑр диабечӗ, ӳпке чирӗсем, чӗрен ишеми чирӗ) ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр.

Паянхи куна Пишпÿлек районӗнче пӗрремӗш компонентпа 18700 ҫынна вакцинӑланӑ, иккӗмӗш компонентпа — 17562. Ҫав шутра 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем — 5788, иккӗмӗш компонент — 5400 ҫын, 12-17 ҫулсенчи 100 ача вакцина йышăннă. Коронавирус инфекцийӗпе чирлекенсемшĕн тӳлевсӗр диспансеризацин ятарласа тарӑнлатнӑ программине ҫирӗплетнӗ. 2022 ҫулта ҫуралнӑ ҫулпа диспансеризаци йӗркине иртме тивĕçлисен тата коронавируспа чирленӗ 40 ҫултан аслӑрах граждансене пурне те ҫавӑн пек анлӑ версие кӗртме право пур. Ковидпа чирлесе ӳкнисемшĕн диспансеризацин программине пӗрремӗш тапхӑрта темиҫе хушма тӗрӗслев палӑртаҫҫӗ, диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрӗнче вара пациент кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ансӑр специалистсем патне е хушма процедурӑсене яма пултараҫҫӗ.

 Диспансеризаци кам иртет?

 2022 ҫулта çак çулсенче ҫуралнисем диспансеризацие каяҫҫӗ: 1983, 1986, 1989, 1992, 1995, 1998, 2001, 2004, ҫавӑн пекех 40 ҫултан аслӑрах граждансем.

Диспансеризаци кунсерен 8.00-ран пуҫласа 15.30 таран 76-мĕш кабинетра иртет, сӑмах май, малтанхи пек черетре тӑмалла е анализсем пама ҫырӑнмалла мар, пурне те 76-мĕш  кабинетра тӑваҫҫӗ.

 

Карина ИВАНОВА калаçнă.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Диспансеризаци: кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тата хăвăн сывлăхушăн
Диспансеризаци: кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тата хăвăн сывлăхушăн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: