"Сывлӑх поезчӗн" врачсен бригади пысӑк ӗҫе вӗҫлерӗ. Аса илтеретпӗр, мобиллӗ сывлӑх центрӗ ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе халăх пурăнакан инҫетри пунктсем тӑрӑх "Сывлăх сыхлавĕ" нацпроектӑн "Сывӑ республика — сывă регион" акци шайӗнче çÿрет.
Июлӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшĕччен мобильлӗ сывлӑх центрӗ Демский, Кăркан, Усак-Кичу, Пăслăк ялĕсене ҫитсе курнӑ. 1697 ҫын хӑйсен организмне тӗпчесе пӗлме пултарнӑ. Куҫса ҫӳрекен медиксен бригадинче ҫакӑн пек тӗпчевсем ирттернӗ: ЭКГ, маммографи, флюорографи, юна пӗтӗмӗшле тата биохимика анализӗ, сахӑрпа холестерин шайне палӑртасси. Кунне ҫичӗ специалист йышăннă. Ҫавӑн пекех COVID-19-ран вакцинаци ирттернӗ.
— "Сывлӑх поезчӗ" ӗҫленипе 568 ҫын флюорографи кабинетне кӗнӗ, 287 хӗрарӑм маммографи витӗр тухнӑ, 42 ҫын коронавирусран вакцинаци тунӑ. Малтанласа 14 чир тупса палӑртнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшĕ усал шыçă, саккӑрăшĕ чӗрепе юн тымарӗсен чирӗ, пӗр сахӑр диабечӗ, виҫӗ пациента онкологи кабинетне янӑ, — "Сывлӑх поезчӗн" ӗҫне пӗтӗмлетрĕ Пишпÿлек тӗп район больницин тӗп врачӗ Марат Абдуллин.
Карина ИВАНОВА çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.